УРПА ТАЛКАНĔ ХАТĔРЛЕР-И?

19 Юпа, 2016

Мĕн-ха вăл талкан? Мĕнпе усăллă? Апатлану енĕпе ĕçлекен специалистсем вăл менюра пулмаллах тесе палăртаççĕ.

Талкана урпаран хатĕрлеççĕ. Урпара атеросклероз, миокард инфаркчĕ, гипертони, чĕрен ишеми чирĕ, чĕре таппи пăсăлни, анеми, вар-хырăм чирĕсем /метеоризм, варвитти, гастрит, уйрăмах хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухне/ аптратсан питĕ кирлĕ витаминсемпе микроэлементсем пур.

Самăрлăх чухне урпа углеводпа çу ылмашăнăвне йĕркене кĕртме, пыршăлăха тасатма, ылмашăну ĕçне лайăхлатма, шлаксемпе наркăмăшсене кăларма пулăшать.

Рецепчĕ

Тасатман урпана вĕренĕ шывпа çумалла, 1-1,5 талăка шыва ярса лартмалла. Шывне кашни 7 сехетре улăштармалла. Унтан тырă пĕрчисене вĕри шывра йĕпетнĕ икĕ сий пир пусма хушшине хумалла, кĕленче е эмальленĕ савăта вырнаçтармалла. Хупăлчапа витмелле, тĕттĕм вырăнта пÿлĕм температуринче икĕ-виçĕ кун лартмалла. Талăкра пĕрре пир пусман çÿлти сийне шывпа йĕпетмелле. Урпа сăмсалансан вĕренĕ сивĕ шывпа икĕ-виçĕ хут çумалла.

Унтан 1:2 шайлашупа сивĕ шывпа хутăштармалла, блендерпа вĕтетмелле, марля витĕр сăрăхтармалла, пăчăртаса юлнă шĕвекне юхтармалла. Пулнă шĕвекпе пите çамрăклатакан сĕт /молочко/ вырăнне усă курма е ваннăна хушма юрать.

Каяшне пÿлĕм температуринче типĕтмелле. Ку — талкан.

Начарланма

Ирхи апатчен çур сехет маларах 1 стакан шывпа сыпса 2 чей кашăкĕ талкан çимелле. Ирхи тата каçхи апатсене талкан хушмалла — кунне 6 апат кашăкĕнчен кая мар пултăр.

Вар хытсан

Ирхине апатчен çур сехет маларах 2 чей кашăкĕ типĕ талкана 1 стакан шывпа сыпса çимелле. Унтан — талкан хушнă кирек мĕнле ирхи апат. Кунне 4 апат кашăкĕнчен кая мар типĕ талкан çимелле.

Анеми, атеросклероз, инфаркт хыççăн

Талканран хатĕрленĕ кирек мĕнле апат е ăна хушнă апатсем çимелле, талкан — кунне 5 апат кашăкĕнчен кая мар.

Пăтă. 3 апат кашăкĕ талкана кăшт хупламалăх тин вĕренĕ шыв хушмалла. Исленсе çитсен услам çу, пыл, мăйăр, типĕтнĕ улма-çырла хушса çимелле.

Катлет. 200 грамм талкана тин вĕренĕ 3 стакан шыва е шÿрпене ярса ислетмелле, çур стакан тип çу, 3 çăмарта, вĕтĕ вакланă сухан, ыхран вĕтетнĕ 2 шăлне хушмалла. Пĕчĕк катлетсем йăваласа çу çинче ăшаламалла.

Чей. 1-2 апат кашăкĕ талкана çур стакан ăшă шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле. Çур стакан çăра чейпе хутăштармалла, каллех вĕреме кĕртмелле. Çур литр сĕт е çуллă сĕт /сливки/ ярса 10 минут лартмалла, кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.

Витаминлă коктейль. Çур чей кашăкĕ талкана 1 стакан кефира е йогурта ярса пăтратмалла. Кунне 2-3 хут 1-ер стакан ĕçмелле.

Шута илме! Ку таранччен талкан çисе курман пулсан кунăн пĕрремĕш çурринче пĕчĕкшер виçесенчен тытăнăр: организмăн çĕнĕ çимĕçе хăнăхмалла. Талăкри чи пысăк виçерен /8 апат кашăкĕ/ иртмелле мар. Пыршăлăх чирлĕ чухне тата хырăмлăх язвипе аптрасан талкан юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.