Урама паттăр ячĕпе чысланă

21 Çурла, 2018

Шупашкарти пĕр урама ШĔМ сотрудникĕ — Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Логинов — ятне хисепленĕ. К. Маркспа Ярославски урамсене пайлакан тăкăрлăк шăпах Алексей Романович ячĕллĕ. Унта Чăваш Республикин ШĔМ администрацийĕн çĕнĕ çурчĕ вырнаçнă.

Совет Союзĕн геройĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ. 1931-1934 çулсенче ШĔМре милиционер-счетовод, районти милици управленийĕн секретарĕнче вăй хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1941 çулта тухса кайнă вăл. Взвод командирĕ пулнă. Днепра хÿтĕленĕ чухне 1943 çулхи авăн уйăхĕнче паттăрла пуç хунă. 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче ăна Совет Союзĕн Геройĕ ята панă.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас