Упраймарăм сана…
Вăхăт никама та хĕрхенмест. Вăхăт никама та кĕтмест. Пĕчĕккĕн шусах пурнăçа пысăк хăвăртлăхпа малалла хăвалать. Кам ăна чарса лартса кăшт та пулин канса илме, сывлăш çавăрса илме парĕ? Çук, вăхăт никама та пăхăнмасть. Вăхăт малаллах вĕçет. Вăл çут çанталăк вăхăчĕсене пĕрин хыççăн теприне улăштарса çĕр питне тĕрлĕ ÿкерчĕкпе витет. Акă тин çеç ура айĕнче шурă юр нăтăртататчĕ, сивĕ ачисем шуххăн выляса пите-куçа чĕпĕтсе кĕлетке-çурăма çÿçентеретчĕç. Паян вара тĕрлĕ чечек шăрши сăмсана кăтăклать, куçа йăмăхтарать. Епле илемлĕ çут тĕнче! Ăна сăнама, ăнланма, чĕререн юратма тата... упрама пĕлмелле. Вăхăт вĕçет... Тен, вăл вĕçмест, тен, эпир, этемсем, ăна васкататпăр? Тен, пирĕн кун мĕнле иртсе пынине сăнамалла кăна?Хамăр шухăшласа хунă ĕçсене, тĕллевсене пĕчĕккĕн... васкамасăр пурнăçласа пымалла?
Ĕçрен таврăнакан Мария Савельевна портфельне хул хушшине хĕстерчĕ те çул хĕррипе ÿсекен çĕмĕрт çеçкисене çупăрларĕ, çурхи хĕвелпе хĕрелнĕ пит çăмартийĕсене ачашшăн сăтăрчĕ. Кĕлетки тăрăх ăшă хумсем чупса вĕрилентернине туйрĕ хĕрарăм. Ашшĕ-амăшĕн ачашлăхне курса ÿсмерĕ вăл. Ăшă сăмахне те Пăлаки аппапа Светăран кăна илтнĕ. Çавăнпах хăй те çывăх çыннисене ачашлăх парнелеймерĕ, упăшкине юрама пĕлмерĕ пулĕ. Вилнĕ çын пирки лайăххине çеç аса илмелле теççĕ те, темшĕн- çке, усалли те асран тухмасть. Чĕрене кĕшĕклесех тăрать, çĕçĕпе каснă пек касать. Нимĕнле те хăпма çук асаилÿрен. Акă аллă урлă та каçрĕ ĕнтĕ вăл, ывăлĕсем те вĕренсе тухса ĕçлеме пуçларĕç: иртнĕ кунсем вара паянхи кун, ĕнер пулса иртнĕ пек, куç умĕнче. Нимĕнле сивĕ те шăнтса пăрлантараймĕ, çумăр та çуса та тасатаймĕ чĕрене тарăн йĕр хăварнă пулăмсене. Юратсах пĕрлешрĕç вĕсем Славăпа, савăнсах кил-çурт çавăрчĕç. Паллах, тин çеç çуралнă Верук вилĕмĕ вĕсене чылай хурлантарчĕ. Унтан пĕрин хыççăн теприне — икĕ ывăл çуратрĕç. Ăçта, мĕне пула такăнчĕ вĕсен пурнăçĕ?.. Икĕ çын хирĕçĕвĕнче пĕри кăна айăплă мар-çке-ха. Маша та йăнăшрĕ. Иннăна итлесе Славăпа хирĕçрĕ. Ăнланма тăрăшмарĕ ăна. Малтанах... Тин çеç пĕрле пурăнма пуçласан ĕçрен ăшшăн кĕтсе илсе йăл-йăл кулатчĕ. Тутлă апат, вăл юратаканнине, пĕçеретчĕ. Анчах ăçта кайса пытанчĕç çав самантсем? Кам вăрларĕ-ши вĕсене? Çук, никам та мар, хăех айăплă. Йăпăлтатма, каçарма пĕлмерĕ. Пăлаки аппăшĕ калашле, арçынсем кушак пек, ăçта ăшă — çавăнталла туртăнаççĕ. Тен, паянхи кун та чĕрĕ пулнă пулĕччĕ. Ÿсен-тăран та, чунсăр пулин те, хăйне ачашласа ÿстернине, пăхнине тавçăрать: нумай çимĕç парса хуçине савăнтарать. Эпир вара туйăмлă чĕрĕ чунсем. Вăхăтра каланă ăшă сăмах темĕнле чир-чĕртен те, инкекрен те упрĕ. Акă çĕмĕрт çеçки те Машăн ăшă аллинче çемĕçсе алă тупанĕ çине вырнаçса выртрĕ. Унăн та чунĕ пур: ачашлăха, юратнине туять.
— Ара, Мария Савельевна пулмарĕ-и ку? — Маша хăй умĕнче тăракан арçынна курсан шартах сикрĕ, аванмарланса çĕмĕрт çеçкине аллинчен вĕçертрĕ. — Шăп та лăп çавă! Ух! Миçе çул курманни! Эс ватăлма та пĕлместĕн, чиперленсе, çамрăкланса кайнă! Халь хĕрарăмсем ватăлас мар тесе пластика операцине çÿреме вĕренсе çитрĕç, эс те пулман пулĕ те хирург патĕнче?
— Николай Иванович! Паллама та çук сире. Патварланнă. Ман пирки вара эсир çаплипех ĕлĕкхи пекех шÿтлетĕр. Вăтантаратăр. Каларăр та, пластика операцийĕ. Унта çÿреме укçа кирлĕ. Уçă сывлăш та ырă ĕçсем, акă мĕн ватăлма памасть этеме, Николай Иванович. Вăхăт малаллах чупать, çулсем иртеççĕ. Эсир пирĕн пата мĕн çăмăлпа килтĕр? Мускав тăрăхĕнче пурăнать тенине илтнĕччĕ сирĕн пирки, — арçын ытамĕнчен васкаса хăтăлчĕ Маша, енчен енне пăхкаласа илчĕ.
— Ха-ха-ха, — Машăна хул пуççийĕсенчен тытса кулчĕ Николай Иванович. — Эсĕ халĕ те хăвăн ĕлĕкхи йăлусенчен хăтăлайман иккен. Мулкач пек пуринчен те шикленетĕн. Камран хăратăн, Маша? А-а, ăнлантăм, упăшку питĕ кĕвĕç тенине илтнĕччĕ. Чăнах-и?
Маша аванмарланса пуçне чикрĕ. Атă кĕллипе çул çинчи хăрăк туратсене аяккалла сирчĕ.
— Ан вăтан, эп саншăн савăнатăп çеç. Пĕччен пурнăç йывăррине ăна тÿссе курнă çын çеç ăнланать. Атя, утар, сана киле ăсатам. Ман ниçта та васкамалли çук. Эсĕ хирĕç мар-и? Çĕнĕ мăшăру кĕвĕçмĕ-и?
— Сăлтавĕ çук, Николай Иванович. Тата... Сергей лайăх çын, пустуйран чăркăшмасть. Ăсатăр эппин. Манăн та сирĕн пирки пĕлес килет. Инесса Всеволодовна мĕнле пурăнать? Дима çемьеллĕ те пулчĕ пулĕ?
— Ан васкăр, Мария Савельевна, хуравласа ĕлкĕрейместĕп, — Николай Иванович Машăна ачашшăн хулĕнчен тытрĕ. — Саларан тухса кайсан темиçе çĕре те çитрĕм эпĕ. Шел пулчĕ, паллах, çуралнă вырăнтан тухса кайма. Юратнă ĕç... Палланă, пĕрле ÿснĕ юлташсем... Тата... чĕрене çывăх, ăнланакан çын манпа мар пулин те, юнашар пулни чуна ăшăтатчĕ. Пуçна ан пăр, Мария. Килĕштертĕм эп сана. Инесса çапла хăтланнă хыççăн пушшех сивĕнтĕн эсĕ ман ран. Çав каç хыççăн эсĕ манпа нихăçан та пĕрле пулма килĕшес çуккине ăнланса ывăла илтĕм те институтра пĕрле вĕреннĕ юлташ патне Чулхулана тухса кайрăм. Унта Дима ывăлăм пурăнма килĕшмерĕ. Ытла та сĕлкĕшлĕ, тĕксĕм хула терĕ. Вара палланă çынсем урлă Мускавах çитрĕмĕр.
Маша, çумра утакан арçын сăмахĕсене итленĕçемĕн шухăша, асаилÿ ытамне путрĕ. Малалла вулас..
Комментари хушас