Упăшка мĕн калĕ?

29 Çу, 2017

Георгий салтака кайичченех хăйсен ялĕнче пурăнакан Зинăпа юлташла çÿреме тытăнчĕ. Иккĕшĕ те вĕсем колхоз ферминче ĕçлерĕç. Георгий ĕне пăхрĕ, çуллахи вăхăтра кĕтÿ кĕтрĕ, хĕлле вара выльăх витине тасатса тăчĕ, апат пачĕ, шăварчĕ. Зина — доярка. Вĕсем пĕр-пĕрне çав тери килĕ-штерчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн юлташлăх чăн-чăн юратăва куçрĕ. Çапла вĕсем чунран савсах пĕрлешрĕç.

Георгий ача кĕтме тытăнчĕ. Пулас пепкине куç умне кăларчĕ хайхискер. Анчах темшĕн вĕсен йыш хушăнмарĕ. Георгий Зинăна "хĕсĕр арăм" тесе вăрçма пуçларĕ. Ача тăвайманшăн арăмне айăпларĕ арçын.

Пĕрре Георгипе Зинăна Хветĕр хăйĕн çуралнă кунне паллă тума чĕнчĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ патне пысăк парнепе кайрĕç вĕсем. Пухăннисем пурте мăшăрлă. Ваçук кăна — пĕччен. Арăмĕ амăшĕн ялне ĕçпе кайнипе килеймен.

Малтанхи черккене Хветĕре çуралнă кунĕпе саламласа, парнесем парса тĕппипех ĕçрĕç. Иккĕмĕш-виççĕмĕш хыççăн юрлама та тытăнчĕç. Ÿсĕр Георгий каллех хирĕçме тытăнчĕ. Арăмĕ ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Юлашкинчен арçын диван çине кайса ÿкрĕ те харлаттармах пуçларĕ. Мăшăрĕ ăна ниепле те тăратаймарĕ.

Хăнасем кил хуçине тав туса килĕсене саланчĕç. Зина уявран пĕчченех тухса утрĕ.

Çырма хĕрринче Ваçук кĕтсе тăнине асăрхарĕ хĕрарăм. Вĕсен иккĕшĕн пĕр еннелле каймалла. Арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне ачаранах лайăх пĕлеççĕ, пĕр класрах вĕреннĕ. Кĕпер урлă каçсан чарăнса тăрсах ачалăха, çамрăклăха аса илчĕç.

— Зина, эпĕ сана питĕ юрататтăм. Анчах эсĕ мана асăрхаман, Георгипе çÿреттĕн. Саншăн ăша мĕн чухлĕ çунтарнă.

— Атя иртнине аса илер мар, Ваçук.

— Георгий сана хĕсĕр тесе пĕтерет вĕт. Тен, айăпĕ хăйĕнче?

Ăшшăн калаçнă май Ваçук аллине Зинăн хулпуççийĕ çине хучĕ. Арçынна тĕксе ярса тарас шухăш та пурччĕ, анчах пăрăнса кайма тăхтарĕ хĕрарăм.

— Мĕн тăвăн ĕнтĕ — пирĕн ача пулмасть. Хăшĕ айăплине пĕлместпĕр, — терĕ Зина. Ваçук ăна çепĕç сăмахсемпе йăпатма тытăнчĕ, ыталаса илчĕ. Юлашкинчен иккĕшĕ те курăк çине ÿкрĕç. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.