«Упăшка çумра чухне ютти çине пăхмалла мар»

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер мăшăрне халалласа çырнă сăвăсенчен пĕринче çакăн пек йĕркесем пур:

«Мĕн кирлĕ этеме? Телейлĕ çул?
Е ĕмĕрлĕх хисеплĕ ят та мул?
Çук, кирлĕ пуринчен малтан пире
Ăнланупа вăй кÿрекен чĕре».

Шухăша яракан йĕркесем. Хĕрарăмăн арçынпа телей тупас тесен мăшăрĕшĕн ăнланакан, вăй кÿрекен çын пулса тăмалла. Упăшкин те арăмĕшĕн тĕрек пулмалла. Анчах чăн пурнăçра пĕтĕмпех ансат мар çав. Пĕри çухатăва вăхăтра тавçăраймасть, теприсем йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе телей çулĕ çине иккĕн тухаççĕ. Паллах, шăпаран та иртеймĕн, çапах хамăртан та нумай килет.

«Пурнăç хăех кăтартать. Лайăххине ăша хывăр, япăха ан вĕренĕр», — тетчĕ пире, ывăлĕпе виçĕ хĕрне, анне. Ырăпа усала уйăрма та вĕрентнĕ атте-анне. Харсăрлансан атте кĕтесе тăрататчĕ. Унăн чĕн пиçиххийĕнчен хăрани те пулнă. Ю.Сементер калашле:

«Пилленĕшĕн яланлăх пархатар
Тавах фронтри аттен пиçиххине:
Хĕненĕ вăл, аннеçĕм, мана мар,
Хĕненĕ вăл манри усалсене».

Чăваш хĕрарăмĕ патне таврăнас пулсан, унăн варĕнче ÿтленсе çын пулнă халăх йышĕпе Раççейре — 5-мĕш вырăнта /Раççейре, пĕлетпĕр, 200-ре яхăн халăх пурăнать/. Хĕрарăм маттур пулнипех ĕнтĕ халăхăмăр историйĕ ку таранччен пырать, малалла та тăсăлтăрччĕ. Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет тенĕ. Тĕнче ан пĕттĕрччĕ. Чăваш хĕрарăмĕ çуратнă паттăр ывăл-хĕр малашне те йышлансах пытăр.

Арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕ чи малтанах чун туртăмĕпе, юратупа çыхăннă. Анчах çынпа çын пĕр мар. Вĕреннинчен, воспитанирен тата вĕсенчен те ытларах генсенчен нумай килет тесе ăнлантараççĕ психологсемпе педагогсем. «Япăх вăрлăхран лайăх тырă шăтаймасть», — теççĕ халăхра та... Паллах, кар шăтнă тырра та çитĕнтерсе вырса илмелле, тĕрĕс упраса йĕркеллĕ усă курма пĕлмелле.

Çапах телейлĕ пулас тесен мĕн тумалла-ха? Пĕр-пĕрне савма пĕлмелле. Тен, юраттарма та. Çав шутра хамăр сывлăха упрама та, çемье çыхăнăвне çирĕплетме те, кирек епле ĕçе те, И.Я.Яковлев халалланă пек, юратса тума та, халăхпа пĕрле хавхаланма, хурланма-савăнма...

Арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕ çинчен республикăри паллă арçынсене калаçтартăмăр.

Геннадий Дегтярев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ, филологи наукисен кандидачĕ:

— Аталаннă виçе туйăмĕ пулмалла. Çавăнпа пулас хĕрарăма çамрăклах тĕрĕс воспитани памалла.

Юрату туйăмĕ те, ытти туйăмсем пекех, пурин те пĕр шайра пулаймасть. Калăпăр, кĕвĕ туйăмне кура пĕри опера юрлать, тепри — халăх пултарулăх коллективĕнче, виççĕмĕшĕ — ĕçкĕ-çикĕре. Çавăн пекех кашни хĕр-хĕрарăмăн юратăвĕ те расна — кашниех Нарспи пек хĕрÿ саваймасть. Лăпкă юратăва та тивĕçлипе хакламалла. Йăпанас шухăшлă хĕрарăм, паллах, «лайăх савние» куç хывать. Çирĕп çемье чăмăртас тесен хĕрĕн лайăх савни мар, лайăх упăшка шырамалла. Хĕрарăм пулас ачисене телей сунать пулсан вĕсем валли лайăх ашшĕ суйласа илет, çак пахалăха мала хурать.

Телейлĕ кил-йышра хĕрарăм упăшкин пурнăçĕпе пурăнма пĕлет: ĕçĕпе те кăсăкланать, интересĕсене те шута хурать. Тĕслĕхрен, упăшка футбол кăмăллать, пулла кайма юратать пулсассăн — интернета кĕр, çав япаласем пирки вуласа пĕл, вĕсем пирки упăшкуна ăслă ыйтусем парса лар. Вăл вара савăнса кайсах ăнлантартăр. Тарăхса кайнă çын ÿсĕр этем пекех. Нихăшĕнпе те чĕрре кĕмелле мар. Мĕн калас тенине упăшкана лару-тăру улшăнсан тин ăнлантармалла.

Çак сĕнÿсене шута илсен çемье телейне тупма пулать. Çĕр тĕслĕхрен пĕр-иккĕшĕнче, тен, çакă та пулăшаймасть. Путсĕр этеме нимпе те улăштараймăн.

Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ:

— Интереслĕ, философилле ыйту. Чăнах та, мĕнлерех пулмалла-ха хĕрарăмăн арçынпа телейлĕ пулас тесен? Чăваш хĕрарăмĕн хăйне евĕрлĕхĕ, менталитечĕ те пур. Ман шухăшпа, чи малтанах сывлăхлă, тирпейлĕ, кăмăл-сипет енчен таса, чунпа илемлĕ пулмалла. Иккĕмĕшĕнчен, арçынна ăнланма, унпа пĕр чĕлхе тупма, пĕр-пĕрне итлеме пĕлмелле. Ку пысăк вырăн йышăнать тесе шухăшлатăп. Юлашкинчен, хĕрарăм арçыншăн интереслĕ, кăсăклă, чун туртни пулмалла. Мăйăр çинĕ чухне пĕрер мăйăр катнă пек, кăсăклăха майĕпен уçса пымалла.

Юрий СЕМЕНТЕР, Чăваш халăх поэчĕ:

— Чăн-чăн чăваш хĕрарăмне хăй суйласа илнĕ арçынпа телей тупасси йывăрах мар. Ку тĕллеве пурнăçлас тесен виçĕ уйрăмлăха çеç шута илмелле:

1. Çав арçынпа пĕр шухăшлă пулмалла.

2. Иксĕрĕн те чăваш йăли-йĕркине чыслăн та хисеплĕн тытса пымалла.

3. Упăшка çумра чухне ытти арçынсем çине пăхассинчен асăрханмалла.

Çак виçĕ сĕнĕве çирĕппĕн шута илни телей пахчине çавăтса кĕрĕ, ĕçлĕ-хĕллĕ, юратуллă, ача-пăчаллă, киллĕ-çуртлă тăвĕ, укçа-тенкĕ те çителĕклĕ пулĕ.

Телей пирки

Валерий ФЕДОРОВ кăсăкланнă.

 

Валерий ФЕДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.