Унпа мăнаçланаççĕ

18 Чÿк, 2014

Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи пурнăç» музейра «Шупашкар районĕн спорт мăнаçĕ» курав уçăлнă. Куракансене кире пуканĕ йăтас енĕпе спорт мастерĕн Анатолий Павловăн нумай медальлĕ хĕрлĕ хăйăвĕ тыткăна илет.

Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пурăнакан спорт ветеранĕ 75 çул тултарнă. Ĕç биографине вăл Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск хулинчи шахтăра пуçланă. Шăпах çавăн чухне Анатолий спортпа туслашнă. 1973 çулта вăл пăт пуканне çĕклеме пуçланă. Шахтерсен хушшинче ирттерекен кашни ăмăртăвах хутшăннă. Шахтăра 17 çул ĕçленĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Борис Глинкин тренер хавхалантарса пынипе вăл пĕрре кăна мар Чăваш Ен тата Раççей чемпионĕ пулнă. 1993 çулта 24 килограмлă кире пуканне сылтăм тата сулахай алăпа черетленсе йăтса (пĕр сехетре ăна вăл 857 хут çĕкленĕ) тĕнче рекордсменĕ пулнă. Ветеранăн ывăлĕсем те спортпа туслă. Максим - тухăç кĕрешĕвĕсем енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, Александр çăмăл атлетикăпа кăсăкланать. Паян Анатолий Павловăн пухмачĕнче 40 ытла медаль, çавăн чухлех - кубок, 130 ытла Хисеп хучĕ, дипломсем.

А.ГРОМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.