Ӳнерçĕ графикне пăхăнмасăр ĕçлет

5 Пуш, 2015

Шупашкарта пурăнакан Анна Мокрова шухăшĕпе, пултарулăхпа ăсталăх Турă панă талант мар, кашни çын ăна хăй аталантарать. Ӳнер училищинче ăс пухаканскерĕн ĕçĕсене курсанах савăннипе чĕрем хĕпĕртерĕ, кăмăл-туйăм хăпартланчĕ. 1-мĕш курс студентки тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшать. Тĕрĕссипе, хальччен çавнашкал пикене тĕл пулманччĕ. Вăл ача чухнех малашлăх çинчен шухăшласа пархатарлă ĕмĕчĕ патне талпăннă. Пĕр харăсах музыка, ӳнер шкулĕсене çул такăрлатнă, тăмран, ытти хатĕр-хĕтĕртен тĕрлĕ кĕлетке ăсталакансен кружокне çӳренĕ. Унсăр пуçне вокал енĕпе аталанма та вăхăт тупнă. Пултарулăхăн анлă çулĕ çинче çирĕп тăраканскер, кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕскер хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе «ÇХ» вулаканĕсене паллаштарма кăмăл турĕ.

Мокровсен йăхĕнче пурнăçне ӳнерпе çыхăнтарнă çын пулман. Аня 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне ӳнер шкулне йыхравлакан пĕлтерĕве асăрханă. Нумай шухăшласа тăман - амăшне çавăтса асăннă вĕренӳ заведенине çул тытнă. Шупашкарти Акцыновсем ячĕллĕ 6-мĕш ӳнер шкулне ăна хаваспах йышăннă. Вăл çак пĕлӳ çуртне виçĕ тусĕпе çул такăрлатнă. Анчах Аня çеç хăй суйланă çулпа пăрăнмасăр утма пултарнă.

- Шкулта пуринчен ытла музыка тата ӳкерӳ урокĕсене кĕтеттĕм. Учительсем манăн ӳкерчĕксене мухтатчĕç. Тепĕр чухне класра ӳкерменни те пулнă, мĕншĕн тесен вĕрентекен эпĕ лайăх паллăлăх ĕçлессе пĕлетчĕ, - иртнине йăл кулăпа аса илчĕ стипендиат. - Çав çулсенчех тĕрлĕ конкурса хутшăнтăм, малти вырăнсене йышăнтăм. Паллах, куншăн хавхаланаттăм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.