Ӳнер пĕлĕвĕн учрежденийĕ
Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче ВХУТЕМАС ĕçленĕ. Çак учрежденисен кун-çулĕ кăсăклантарать. Унтан вĕренсе тухнисем чăваш ăстисен хушшинче пур-и?
ВХУТЕМАС /Патшалăх аслă ӳнер-техника мастерскойĕсем/ - Мускаври /1921-1926/ тата Петроградри /1921-1922/ вĕренӳ заведенийĕсем. Вĕсене промышленноç валли пысăк квалификациллĕ художник-мастерсене, професси-техника вĕрентĕвĕ валли конструкторсемпе ертӳçĕсене хатĕрлес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Вĕрентӳ учрежденийĕсене Патшалăх ирĕклĕ ӳнер мастерскойĕсен /Мускавра - 1918-1920 çулсенче, Петроградра 1918-1921 çулсенче пулнă/ никĕсĕ çинче çĕр-шывра ӳнер вĕрентĕвне реорганизациленĕ май 1918 çулта пĕтернĕ Ӳнер академийĕпе унăн шкулĕсен вырăнне уçнă.
Чăннипе ВХУТЕМАСра художник-станковистсене тата архитекторсене хатĕрленĕ. Вĕсем çавăн пекех професси искусствине тата наци ӳнер шкулĕсене аталанма нумай пулăшнă. Мускавринче чăваш живописчĕ И.В.Дмитриев пĕлӳ илнĕ.
1922 çулта - Ленинградри, 1926 çулта Мускаври ВХУТЕМАСран ВХУТЕИН /Патшалăх аслă ӳнер-техника институчĕ/ туса хунă. 1930 çулччен ĕçленĕ. Унта чăваш художникĕсем Ф.Л.Лаврентьев тата И.Т.Григорьев вĕреннĕ. 1930-1940 çулсенче ӳнер вĕрентĕвĕн тытăмне темиçе хутчен те улăштарнă хыççăн Ленинградринчен СССР Ӳнер академийĕн И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институчĕ /1947/ тата СССР Ӳнер академийĕн В.И.Суриков ячĕллĕ Мускав патшалăх ӳнер институчĕ /1948/ туса хунă.
Çак институтсенче чăваш ӳнер искусствин нумай паллă ăсти тата искусствовечĕ професси пĕлĕвĕ илнĕ.
Комментари хушас