Улталаннă…

Шупашкарти пĕр лавккара ĕçлекен Чулхула арçынĕ «Айфон 7» телефон сутни пирки соцсетьре пĕлтерÿ вырнаçтарнă, унтах лавкка адресне те палăртнă. Шупашкарта пурăнакан 18 çулти хĕрача пынă та 22 çулти сутуçа 30 пин тенкĕ тÿлесе çав мобильнике туяннă. Анчах та телефон тепĕр куннех ĕçлеме пăрахнă.

Суту-илÿре ĕçлекенскер хĕрачана çитес вăхăтра урăххипе ылмаштарса пама шантарнă, анчах та хăй ĕç вырăнне улăштарнă та текех çыхăнăва тухман. Хĕрача Шупашкарти Раççей ШĔМ управленийĕн 3-мĕш полици уйрăмне пулăшу ыйтма пынă. Шырав мероприятийĕсем ирттернĕ май ултавçă йĕрке хуралçисен аллине çакланнă. Вăл Шупашкартан ниçта та тухса кайман, ĕç вырăнне çеç улăштарнă. Хăйĕн айăпне йышăннă çамрăк арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл маларах судпа айăпланман.

Елена АТАМАНОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас