Улатăрти çар госпиталĕсем

6 Нарăс, 2015

Граждан вăрçи çулĕсенче Улатăрта темиçе çар госпиталĕ пулнă теççĕ. Унта ахаль çынсене сипленĕ-и?

А.ЕФИМОВА.

Канаш районĕ.

180-мĕш çар госпиталĕ 1914-1917 çулсенче Чулхулара ĕçленĕ. 1917 çулхи июльте хупăннă. Граждан вăрçи пуçлансан 1918 çулхи июньте çĕнĕрен уçнă, Улатăра куçарнă, Александров, Ренкуль, Попов сутуçăсен пулнă çуртсенче вырнаçтарнă. Малтанах 210 вырăн шутланнă. Аманнисем тата чирлисем нумайланса пынă май 1919 çулта вырăнсен шутне - 300-е, 1920 çулта 550-на çитернĕ. Госпиталь /пуçлăхĕсем - Г.Фрейдин, Н.Богоявленский пулнă/ Хĕвелтухăç фрончĕн 5-мĕш армин санитари управленине пăхăннă. Госпитале 1923 çулхи октябрьте хупнă. 1918-1920 çулсенче кунта 17229 çын сипленнĕ, вĕсенчен 746-шĕ аманнисем, 16483-шĕ тĕрлĕ чирпе асапланакансем.

183-мĕш çар госпитальне 1918 çулхи сентябрьте йĕркеленĕ. 1919 çулта Ардатов хулине куçарнă. Пуçлăхĕ - А.Голланд.

835-мĕш çар госпиталĕ 1918 çулхи сентябрьте хула гимназийĕн тата Егуменский купсан çурчĕсенче уçăлнă. Кунта ытларах куç, хăлха, пыр, сăмса, шăл чирĕсене сипленĕ. Тăватă уйрăм - хирурги, куç, терапи, инфекци - ĕçленĕ. Госпитале 1923 çулхи январьте хупнă. Пурĕ кунта 6640 çын сипленнĕ.

855-мĕш çар госпиталĕ 1918 çулхи сентябрьте уçăлнă, хулари тĕн училищин çуртĕнче тата çар гарнизонĕн икĕ баракĕнче вырнаçнă. Ыттисемпе танлаштарсан кунти оборудованисем те хăватлăрах, тухтăрĕсемпе медицина ĕçченĕсем те ăстарах пулнă. Госпитале 1921 çулхи августра хупма йышăннă, анчах вăл чирлисемпе аманнисене çулталăк вĕçленичченех йышăннă. Инфекци тата туберкулез чирĕсенчен сипленĕ.

Пĕрремĕш Чĕмпĕр çар госпиталĕ 1918 çулхи августра уçăлнă. Хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнă çуртра вырнаçнă. Чирлисене сиплеме тивĕçлĕ услови пулман кунта. 1919 çулта госпиталь валли Френкель тата Захаров çурчĕсене, çар гарнизонĕн икĕ баракне уйăрнă. Малтан - виçĕ, каярахпа пилĕк уйрăм тата икĕ изолятор ĕçленĕ. 1920 çулта хупăннă. Госпиталь ĕçленĕ çулсенче кунта 18249 çын сывлăхне çирĕплетнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.