Улатăрсем пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç
19 Feb, 2016 | Улатăр

Нарăсăн 18-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулипе районĕнче пулчĕ. Малтанах вăл «Электроавтомат» обществăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Улатăр хулин социаллă пурнăçĕпе экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе кăçалхи тĕллевĕсене сÿтсе явма хутшăнчĕ. Çакăн хыççăн Октябрьски ял тăрăхĕн культура çуртне çитрĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пуçтарăнчĕç. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин иртнĕ çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе 2016 çулхи тĕллевĕсене сÿтсе яврĕç.

М.Игнатьев Октябрьскинчи культура çуртĕнче Прошенковсен, Сульдинсен, Самсоновсен ĕç династийĕпе тĕл пулчĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ