УКСУС ПУЛĂШАТЬ

Кашни килтех уксус пулмаллах. Мĕншĕн тесен вăл кирек хăçан та кирлĕ пулма пултарать.

Пÿлĕмри табак шăршине пĕтерме те уксусах пулăшать. Çак ĕç килте тин çеç табак туртма пăрахнă чухне питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен тивĕçлĕ «мерăсем йышăнмасан» табак шăрши килте темиçе уйăх та упранса юлма пултарать.

Чи малтанах турилккесене е тарăн мар анлă савăта çурринчен ытларах чухлĕ уксус ярăр. Унтан пÿлĕмри тĕрлĕ вырăна лартăр. Талăк иртиччен пÿлĕмри сывлăш тасалать.

Çак меслетпех плита çинчи апат-çимĕç çунăкĕн шăршине те пĕтерме пулать.

Тин туртнă сигарет шăршинчен хăвăрт хăтăлас тесен пÿлĕмри сывлăша уксуспа нÿретнĕ ал шăллипе сулкалса уçăлтарăр. Шăршă хăвăртах пĕтет.

Сывлăша уçăлтаракан тĕрлĕ освежительсенчен уксус хăйĕн çак енĕпе уйрăлса тăрать. Хими япалисем сывлăша тасатмаççĕ - ют шăрша хăйсем вăйлăрах пулнипе кăна пусараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.