УКРОПА АСА ИЛТЕРЕТ

18 Пуш, 2015

Фенхель тулаш енчен пăхсан укропа аса илтерет, çавăнпа ăна хăш чухне аптека укропĕ тесе те калаççĕ. Тутипе тата шăршипе вăл анис евĕр. Сиплевре вăррипе усă кураççĕ.

Ăна икĕ тапхăрпа пухаççĕ. Ÿсен-тăран тĕрлĕ вăхăтра чечеке ларса вăрри те икĕ тапхăрпа пулса çитнĕрен малтан варринчи турачĕсен саралнă çупкамĕсенчи вăррине пухса илеççĕ. Унтан ытти туратсенчи вăрри пулса çитсен ÿсен-тăрана пĕтĕмĕшле касса илеççĕ. Хĕвел лекмен вырăнта пăтратсах тăрса типĕтмелле. Чĕртавара 3 çул таран упрама юрать.

Вăрринчен хатĕрленĕ препаратсем аппетита лайăхлатаççĕ, апат ирĕлтерекен сĕткен тухассине вăйлатаççĕ. Çавăн пекех вĕсем ыратнине ирттерекен, манкана çемçетсе кăларакан, хырăмлăхпа пыршăлăх ĕçне лайăхлатакан, чикенрен сиплекен витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Пыршăлăх чикенĕ. Фенхелĕн 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ вăррине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланиччен.

Пĕвер наркăмăшланни. 3 апат кашăкĕ вăрра 80-90 градус таран ăшăтнă çур литр хĕвелçаврăнăш çăвне ямалла, пĕр эрнерен сăрăхтармалла. Тĕттĕм вырăнта упрамалла. Кунне 2 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Пыр ыратсан. 1 апат кашăкĕ вăрра тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Ăшă шĕвекпе пыра кунне 2 хут чÿхемелле. Курс - пыр шыçни иртиччен.

Ÿслĕкрен. 3 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Ÿслĕке çемçетме кунне 4-5 хут апат умĕн 1-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Шута илме: ача кĕтекен хĕрарăмсене тата çак ÿсен-тăрана аллерги реакцийĕ пур çынсене фенхельпе сипленме юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.