Укçа «диетине» пăхăнтарса начарлатаççĕ

22 Пуш, 2018

Çуркунне çывхарнă май хĕр-хĕрарăмсем начарланма тăрăшаççĕ. Специалист пулăшмасăр ку тĕллеве пурнăçлама йывăр тесе шухăшлакансем валли Шупашкарта та клиникăсем пур. Çавсенчен пĕринче темиçе хутчен те шăнкăравласа чĕннĕччĕ. Телефон номерне ăçтан тупаççĕ-ши? Юлашки хутĕнче вара килĕшрĕм. «Тÿлевсĕр диагностика», «парне», «йÿнетнĕ хакпа» тенисем кăмăла çавăрчĕç. Унран та ытларах çав клиникăра мĕн сĕнни, мĕнле меслетпе начарлатни çинчен сире, хисеплĕ вулакансем, каласа кăтартас килчĕ.

«Хитреленетĕр те савни тупатăр»

Вырсарникун палăртнă сехетрен маларах та çитрĕм. Мана зала иртме сĕнчĕç. «Сирĕн пата кĕçех пырĕç», — тесе кĕтме хушрĕç. Каллĕ-маллĕ уткалакан çамрăк та яштака чиперккесене сăнарăм. Камсем-ши вĕсем: секретарь, консультант, тен, диетолог тухтăр?.. Ман вырăнта арçын пулас тăк çинçе пилĕклĕ хĕрсене пăхса савăнса кăна ларĕччĕ. Анчах мана, вăтам ÿсĕмри, имшер мар кĕлеткеллĕ хĕрарăма, вĕсен хушшинче хăтлă марччĕ. Тен, клиникăн начарланмалли меслечĕ çакăнтан пуçланать? Самăр кĕлеткене пушшех юратми пулатăн та çак пикесем пек курăнассишĕн укçа ним чухлĕ те шеллемĕн.
Кĕçех ман пата шурă халат тăхăннă Татьяна пычĕ, пÿлĕме ертсе кайрĕ. Начарлатас енĕпе ĕçлекен специалист тесе паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе. Уçăмлатас тесе унăн медицина пĕлĕвĕ пуррипе çуккине ыйтрăм. «Мана ку кирлĕ мар, эпĕ консультаци кăна ирттеретĕп. Сире тухтăрсем — психотерапевт, диетолог — сиплĕç. Вĕсем пурте тĕнче шайĕнчи специалистсем. Сирĕнпе консультаци ирттерес тĕк ку хакла кайса ларĕччĕ», — терĕ. Ман умра — нимĕнле специалист та мар, ахаль менеджер. Ахăртнех, çынпа калаçса ÿкĕте кĕртмешкĕн ятарлă курс пĕтернĕскер.
Хампа эпĕ лавккара ĕçлекен сутуçă тесе паллаштартăм. Малтанах вăл клиника çинчен, çĕнĕ йышши меслетсемпе ĕçлени пирки калама тытăнчĕ. Татьяна урока тĕплĕ хатĕрленсе килнĕ шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренекен хĕрача евĕр яка та илемлĕ калаçрĕ, сăмах çаврăнăшĕсемпе терминсене пăхмасăр калама хăнăхнă. Ытлашши хускану тумасăр, калори шутламасăр, каçхи 6 сехет хыççăн çиме пăрахмасăр, БАД сĕнмесĕр начарлатаççĕ имĕш. «Вĕсен витĕмĕ вăхăтлăх кăна. Çыннăн хăйне пĕрмаях çирĕп тĕрĕслесе тăмалла, унсăрăн çухатнă килограмсем каялла 2 хут пысăкланса таврăнаççĕ», — çапла каланипе килĕшмесĕр май çук. Çынна ытлашши çиесрен хăйне тытса чарма питĕ йывăр. Ку енĕпе клиника психотерапевчĕсем клиента пулăшаççĕ, начарланнă хыççăн тепĕр 5 çул тĕрĕслесе тăраççĕ имĕш.
Кайран мана ыйтусем пама тытăнчĕ. Мĕншĕн шăпах халĕ начарланма шухăшланине, çемье, ачасем çинчен тĕпчерĕ. Татьяна манăн чуна кĕме, эпĕ мĕншĕн пăшăрханнине ăнланма тăрăшрĕ. Кашни хĕрарăмăн пуçĕнче икĕ ыйту: начарланмалла тата качча кайса телей курмалла. Çак темăсем кирек хăçан та çивĕч пулнине кура психологи пулăшăвĕ парассипе ĕçлекен пайтах халĕ. Вĕсен шутĕнче ултавçăсем те пур. Çавăнпа эпĕ асăрханма тăрăшрăм, чуна уçмарăм. Укçа, банк карточки, паспорт пĕрле илмерĕм. Татьяна ахальтен мар: «Упăшка е савни пур-и?» — тесе ыйтмарĕ. Халĕ çук пулсан начарлансанах тупăнать тесе ĕнентерме тăрăшрĕ. «Çакăнтан килет-ши вăл?» — иккĕлентĕм эпĕ. «Паллах! Кăмăл лайăхланать, хитре курăнатăр», — çине тăчĕ Татьяна. «Эпĕ пĕччен пурăнакан имшер хĕрсене пайтах пĕлетĕп. Те выçă пурăннăран шутсăр усал!» — терĕм. «Ку çын кăмăлĕнчен, шалта темĕн канăçсăрлантарнинчен килет», — тÿрре тухрĕ вăл.

Ыран-паян вилетĕп

«Тĕнче шайĕнчи» психотерапевтсен ĕç меслечĕсенчен пĕри — тĕрĕс сывлама вĕрентесси. Ăна пула организмра тĕлĕрекен клеткăсем вăранаççĕ, япаласен ылмашăнăвĕ хăвăртланать-мĕн. Самăрлăх сăлтавне пĕтерме, стреспа кĕрешме, апатланас йăлана улăштарса хырăмлăха пĕчĕклетме — çаксене тĕпе хурса ĕçлеççĕ имĕш. «Эпĕ хам та пирĕн клиника тухтăрĕсен «шкулне» çÿрерĕм. Кун хыççăн пурнăç çине урăхла пăхма тытăнтăм, начарлантăм, ача çуратнă хыççăн кăштах ÿт хушнăччĕ те. Самăрлăх — чир, ăна тухтăр пулăшмасăр сыватма çук, — ăнлантарчĕ Татьяна. — Çавăн пекех психотерапевт хăвăра юрат-ма, арçынна тĕл пулма, çынсемпе хутшăну йĕркелеме пулăшĕ. Пирĕн клиент пулма хатĕр-и, «пиçсе» çитрĕр-и? «Пĕлместĕп-ха», — турткалашрăм эпĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.