УЭК памаççĕ

27 Кăрлач, 2017

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен универсаллă электрон карттă /УЭК/ пама чарăннă, çапах ăна маларах илнисем карттăн юрăхлăх вăхăчĕ вĕçлениччен унпа усă курма пултараççĕ — çапла пĕлтерчĕç ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленĕ брифингра.

Универсаллă электрон карттăна пирĕн республикăра çеç мар, çĕршывĕпех пама чарăннă. Ку йышăнăва федераци шайĕнче çирĕплетнĕ. Аса илтеретпĕр: УЭКа 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа заявлени çырнă граждансене, 14 çултан аслăраххисене, тӳлевсĕрех 5 çуллăха панă.

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов брифингра пĕлтернĕ тăрăх — тăватă çулта Чăваш Енре УЭК илме 23,3 пин заявлени йышăннă, граждансене 17,4 пин карттă панă. 12 пин ытла çын карттă кирлĕ мар тесе ыйту çырнă. Пирĕн республикăра УЭКпа обязательнăй медицина страхованийĕн /ОМС/ полисĕ, обязательнăй пенси страхованийĕн страховани свидетельстви /СНИЛС/, «электрон енчĕк» вырăнне усă курма пултарнă. Кăмăл пуррисем асăннă карттăна илнĕ чухне ун çине электрон мелпе алă пуснине те çыртарнă: вăл электрон документсене алă пусма, Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электрон мелпе пулăшу илме май парать. Министр универсаллă электрон карттăсем хатĕрлемешкĕн тăватă çулта 33 миллион та 239 пин тенкĕ тăкакланине пĕлтерчĕ, çакă йăлтах — республика бюджечĕн укçи-тенки. Сăмах май, РФ субъекчĕсем «Универсаллă электрон карттă» проекта мĕнле пурнăçланине палăртма йĕркеленĕ юлашки рейтингра /2016 çулхи утă уйăхĕ/ Чăваш Республики Раççейре — 10-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăн /Оренбург облаçĕ хыççăн/ йышăннă.

Александр Иванов Чăваш Енре пурăнакансем транспорт сарăмĕпе /приложени/ анлăн усă курнине палăртрĕ. 2016 çулта граждансем общество транспорчĕпе çӳренĕшĕн 228,7 пин хутчен УЭК пулăшăвĕпе тӳленĕ: çав шутран 211 пин хутчен /92%/ — Шупашкар хулинчи троллейбуссенче, 11,8 пин хутчен /5%/ — «Чăвашавтотрансăн» пассажир транспортĕнче, ыттисем — Çĕнĕ Шупашкар троллейбусĕсенче тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар маршрут таксийĕсенче. УЭКпа тӳленĕ чухне хулари общество транспортĕнче çулçӳрев — 1 тенкĕ, хула çывăхĕнчинче вара кашни километршăн 30 пус йӳнĕрех. Çакна шута илсе çынсем карттăн транспорт сарăмне кăмăллаççĕ. «Унпа карттă юрăхсăра тухичченех усă курма юрать», — ăнлантарчĕ «Пĕрлехи транспорт картти» ООО директорĕ Артем Горбунов.

Чăваш Енре пурăнакансем УЭКпа ОМС полисĕ пек те тăтăшах усă курнă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова енчен те УЭКри ОМС полисĕн номерне кăтартсан çынсене халĕ те республикăри кирек хăш сиплев учрежденийĕнче те йышăннине пĕлтерчĕ: карттăн юрăхлăх вăхăчĕ вĕçленичченех. Вăл УЭКпа усă куракан 15 пин çыннăн ОМС полисĕн хут е пластик варианчĕ те пуррине каларĕ, çавăнпа вĕсен медицина пулăшăвĕ илес енĕпе чăрмавсем пулмалла мар. «ОМС полисĕн хут е пластик варианчĕ çуккисем ыйту çырса ăна çăмăллăнах илме пултараççĕ», — ăнлантарчĕ Алла Владимировна. Обязательнăй медицина страхованийĕн Чăваш Республикинчи территори фончĕн директорĕ Вячеслав Александров кивелнĕ полис хуçисем патне страховани компанийĕсен представителĕсем шăнкăравланине, ăна çĕннипе улăштарма сĕннине пĕлтерчĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Валерий Николаев та УЭКа пăрахăçлани çынсене чăрмавсем кӳмелле маррине, мĕншĕн тесен кашни гражданинăн СНИЛС пуррине каларĕ.

Çакна палăртса хăвармалла: 2016 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне УЭК пама ыйтса çырнă 36 заявлени пулнă. Ку карттăсене кăлармаççĕ, ыйту çырнисене мĕншĕнне ăнлантараççĕ. Çавăн пекех маларах илнĕ УЭКсен дубликачĕсене кăларма ыйтса çырнисене те йышăнмаççĕ.

Информаци политикин министерствин «Информаци технологийĕсен центрĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕ Михаил Анисимов УЭКпа çыхăннă ыйтусене «хĕрӳ лини» телефонĕпе — /8352/ 56-54-99 — шăнкăравласа уçăмлатма май пуррине аса илтерчĕ. Асăннă телефонпа шăнкăравлакансенчен хăшĕ-пĕри УЭКа медицина пластик полисĕсемпе арпаштарать иккен. Юлашкинчен асăннисене пăрахăçламан, вĕсем халĕ те малтанхи пекех вăйра тăраççĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.