- Чăвашла верси
- Русская версия
Уçырма вучахĕ сÿнмест
Хăçан тата мĕнле пуçланнă-ха Уçырма? Халăхра сыхланса юлнă халап тăрăх Уçырма ялне никĕсленĕ чăвашсем 400 çул каялла Вырăскас Пикшихпе Энтри-ялĕнчен килнĕ-мĕн. Ку акă мĕнле пулнă.
Хусан ханлăхне çĕнтернĕ хыççăн Иван ĕмпÿ унти çĕрсене кнеçсемпе воеводăсене валеçсе парать. Вырăнти халăх, вăл шутра чăвашсем те, çĕрсĕр юлать. Çапла Куславкка районне кĕрекен Ырашпулăх, Пишкасси ялĕсенчи хресченсем 1565 çулта Пикших, Челле, Мертен, Шăнкăр тата ытти те çĕнĕ çĕр шыраса хальхи Вырăскас Пикших патне пырса тухаççĕ. Унта çĕр пÿртсем туса пурăнма пуçлаççĕ. Ял ятне хăйсен аслă юлташĕн ячĕпе Пикших тесе хураççĕ, вырăнне вара Аслă ыр (Аслыр) теççĕ. Çак сĕм вăрман уçланкинчи çырмара çăл куç юхса выртнă, çывăхрах кÿлĕ вырнаçнă. Пурăна киле ялти çын шучĕ ÿссе пынипе тыр-пул çитĕнтермелли çĕрсем тăвăрланса пынă. Вăрман хăртса, кăкласа сухаламалли çĕр туса пăхнă. Анчах ку ĕç çав тери тертлĕ пулнă. Каллех çĕнĕрен çĕрсем шырама тивнĕ.
1645 çулта Пипук ятлă чăвашăн курăк çиме кăкарнă вăкăрĕ вĕренне татса Пикшихрен кăнтăр хĕвелтухăç еннелле утса кайнă. Пипук выльăх йĕррисемпе йĕрлесе пынă. Çакна каласа хăвармалла: вăл вăхăтра ку тăрăхра сĕм вăрман кашласа ларнă. Хальхи Канаш хули вырăнĕнче шурлăх пулнă. Çапла вăрман тăрăх 7-8 çухрăм кайсан Пипук хăйĕн вăкăрне пысăк уçланкăра, шăнкăртатса юхакан çăл куç çывăхĕнче курать. Вырăнĕ вара ăна çав тери килĕшсе каять: йĕри-тавра йывăç, çывăхра – тăп-тăрă Окрис юхан шыв.
Тепĕр çулхине Пипук, Сепер, Тяпук çемйисем çак уçланкăра çĕр сухаласа тырă акаççĕ, майĕпен кил-çурт та çавăраççĕ. Пипук урапа-çуна хатĕрлеме ăста пулнă, Тяпук катка-пичке тума пĕлнĕ. Вĕсем çăл куç патĕнчи вырăна малтанхи пекех Аслыр теме тытăнаççĕ. Ял ятне Уйри çырмари Кĕçĕн Пикшихе Уйçырма, кĕскетсе – Уçырма теççĕ. Вырăсла – Малые Бикшихи.
Ял ячĕ çинчен калакан тепĕр халап та пур. Пипук хăй вăкăрне шыраса тупнă вырăна пăхса çаврăнать те çапла калать: «У-у-у, çырмисем!» Çавăнтан Уçырма теме пуçланă иккен.
Малтан лартнă çуртсем пурте çырмасен хĕрринче пулнă. Паян кун та кашни çырма çумĕнче урамсем пур.
Уçырмари Аслыр çăл куçĕ халĕ те сыхланса юлнă. Унăн шывĕ тĕлĕнмелле тутлă та сиплĕ. Ялта пурăнакансем кăна мар, Канаш хулинчен те ăна илме килеççĕ. Администраци тăрăшнипе, уйрăм çынсем пулăшнипе халĕ çак вырăнта часовня лартнă. Йĕри-тавра йывăçсем, тĕмсем. Тĕрлĕ кайăк юрри чуна çĕклентерет. Пурне те усă кÿрекен, савăнтаракан илемлĕ вырăн вăл.
Ял пуçлансан çĕр çултан Уçырма çыннисене Христос тĕнне йышăнтарса шыва кĕртнĕ. Ачасене тĕне кĕртмешкĕн (хальхи ветеринари пункчĕ вырăнĕнче) ятарлă часовня та хăпартнă. Ваттисем каланă тăрăх, 1746 çулта çуралнă Пипук Иванне чи малтан шыва кĕртнĕ. Унăн мăн аслашшĕ Пипук Пикшихрен Уçырмана чи малтан куçса килнĕ, ашшĕ вара пуян та сумлă çын пулнă.
Ун хыççăн 3 çулти Нишка ятлă ывăл ачана илсе пынă. Пупĕ: «Ку ачана мĕнле чĕнетĕр?» – тесе ыйтнă. Ашшĕ: «Нишка», – тенĕ. Пуп ачана каткана чиксе кăларнă та: «Халĕ Николай пулать», – тенĕ. Çак çын халĕ пурăнакан Вăрăм Çтенкки Колин йăх тĕпĕ пулнă. Ăна хут çине Николай тесе çырнă пулин те ял хушшинче Нишка тенĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн ял чăннипех те пысăк. 800 килтен тăраканскер çулсерен сарăлса пырать. Канаш хули çумĕнче вырнаçнă май кашни çул çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем ÿссе лараççĕ, урамсем йĕркеленеççĕ. Çамрăксем те нумай пурăнаççĕ кунта. Ял варринче икĕ хутлă пысăк шкул, ача сачĕ, культура çурчĕ, врач офисĕ, почта уйрăмĕ, ял администрацийĕн çурчĕ вырнаçнă. Асфальт çул та сарнă. Çын шучĕ те çулсерен ÿсет. Манăн шухăшпа, Уçырма ялĕн пуласлăхĕ пур. Иккĕленмесĕ-рех калама пултаратăп: çутă малашлăх кĕтет ăна.
Тăван ял историне çырса хăвараканĕ вăрçă ветеранĕ, хисеплĕ пенсионер Петр Петрович Петров пулнă. Вăл кирлĕ материал пухас тĕллевпе архив хучĕсене нумай тишкернĕ.
«Асаттесен сасси» алăпа çырнă кĕнекене Петр Петрович пирĕн шкула парнеленĕ.
Таня КУЗЬМИНА.
Канаш районĕ,
Уçырма.
Комментари хушас