Тÿрĕ кăмăллă маррисем айккинче тăччăр

29 Кăрлач, 2018

Республикăн 2017 çулхи адреслă инвестици программине пурнăçлама 5,6 миллиард тенкĕ тăкакланă. Кăçалхи программа хакĕ те çак шайрах пулать. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтерчĕç.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин инвестици программине пĕлтĕр мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă май хуласемпе районсенче хута янă объектсене асăнчĕ. Çав шутра — тĕп хулари «Садовый» микрорайонти, Р.Люксембург урамĕнчи садиксем, Çĕнĕ хулари автоçул сыпăкĕ, Çĕрпÿри шкул, ФАПсем, культура çурчĕсем… Регион ертÿçи çитменлĕхсем çинче пусăм тума ыйтнине кура министр хăш-пĕр объекта хута ярас тĕлĕшпе чăрмавсем пулнине те пытармарĕ. Калăпăр, Çĕмĕрле районĕнчи интернатăн тасатакан сооруженийĕсен строительствин подрядчикĕпе контракта пăрахăçлама тивнĕ. Шанăçа тÿрре кăларман строительство организацийĕсем татах пур.

Çулсем тумалли контрактсене вăхăтра пурнăçлайман «Партнер-Ходинг» компание тÿрĕ кăмăллă мар поставщиксен реестрне кĕртнĕ. Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, паян çак реестрта — 40 организаци, 12 предприниматель. Вĕсенчен 26-шĕ «хура списока» пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх кĕнĕ. Шанчăклă компанисемпе ĕçлемелли объект вара кăçал та пайтах. Министр асăннисен шутĕнче — Шупашкарти Мускав кĕперĕн реконструкцине малалла тăсасси, Çĕнĕ хулара çул, Канашра тасатакан сооруженисем тăвасси тата ыттисем.

Михаил Игнатьев 30 миллион тенкĕлĕх саккассене вырнаçтарассине централизацилени /кунашкал аукционсене малашне районсемпе хуласем мар, Тариф служби ирттерĕ/ шанчăклă поставщиксене суйласа илес енĕпе пулăшассине çирĕплетрĕ. Ку, паллах, чи малтан бюджет укçипе перекетлĕ тата тухăçлă усă курма кирлĕ. Халь аукционсене вăхăтра ирттермелле, вĕсенче тÿрĕ кăмăллă поставщиксем çĕнтерессине тивĕçтермелле. Реестра лекнисемпе çыхланма юрамасть. 

Теги: 

Комментари хушас