Тырă вырăнне - çум курăк

Раççей ял хуçалăх надзорĕ иртнĕ çулхи тĕрĕслевсем тăрăх Федерацин Атăлçи тата Тĕп округĕсенче усă курман çĕрсем уйрăмах нумай пулнине палăртнă. 182 пин гектар пулăхлă уй-хире çум курăк пусса илнĕ. Çав шутра Чăваш Енре кăна 6088 гектара пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Тăвай, Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне, Йĕпреç, Вăрмар, Канаш, Пăрачкав районĕсенче юхăнса выртакан çĕр пайтах.

Кăçал тĕрĕслев органĕсем Куславкка, Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенчи çĕрсемпе кăсăкланнă. Туллин пĕтĕмлетсе калама иртерех. Çапах хула çывăхĕнчи районсенче те сухаланмасăр выртакан çĕрсене шута илнĕ. Сăмах кунта планпа палăртнă тĕрĕслевсем пирки пырать.

Чăн та, управлени инспекторĕсене пур çĕре çитме, йĕркесĕрлĕхе асăрхама йывăр. Уй — куçлă, вăрман хăлхаллă тенĕ. Вырăнта пурăнакансем çитменлĕх пирки час-часах çырса е шăнкăравласа пĕлтереççĕ, тĕрĕслевпе çитме ыйтаççĕ.

Акă пĕр çырура Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхаш тата Мăн Улхаш ял тăрăхĕсенче 2231 гектар çĕрпе усă курманнине пĕлтернĕ, айăплисене явап тыттарма ыйтнă. Патшалăх надзорĕн инспекторĕсем çийĕнчех çула тухнă. Управленин общество тĕлĕшпе РФ КоАПăн 8.7 статйин 2-мĕш пайĕпе административлă явап тыттарма йышăну кăларма тивнĕ. Йĕркесĕрлĕхе пĕтерме хушса представлени çырнă.

Вăрах вăхăт усă курманнипе уйра хурăн, ăвăс хунавĕсем ашкăрса ларнă. Кĕçех унта вăрман та кашласа ÿсме тытăнĕ. Çĕр саккунне пăхăнман хуçалăха 400 пин тенкĕлĕх штрафланă. Чăн та, сумма пĕчĕк мар. Йывăр лару-тăрăва кура хуçалăх ăна тÿлесе татас вăхăта тăсма ыйтать. Инспекторсем хирĕçлемен. Анчах палăртнă вăхăт иртсен те айăпли парăмпа татăлман. Çак ыйтупа суд ларăвĕ пулнă. Миравай судья штрафăн виçине икĕ хут ÿстерсе 800 пин тенкĕ тÿлеттерме йышăннă.

Юлашки çулсенче Раççей ял хуçалăх надзорĕ РФ КоАПăн 8.7 статйин 2-мĕш пайĕпе пуçарнă административлă ĕçсен материалĕсене налук службине ярса парать. Вĕсене тĕпе хурса çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерме тытăннă. Апла пулин те кунашкал ĕçсен хисепĕ чакни сисĕнмест. Малалла вулас...

 

Надежда Васильева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.