Тырă айне пулнă

21 Юпа, 2015

Çын пурнăçĕ татăлнă та - Вăрнар районĕнчи Кăмашра пулнă çак инкек тĕлĕшпе Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă. УК 143 статйи - ĕç сыхлавĕн правилисене пăснă май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни.

Вырăнти сысна комплексĕн 37 çулти ĕçченĕн, ÿсĕрскерĕн, телефонĕ тырă типĕтекен участокăн бункерне ÿкнĕ. Унта кĕме юрамасть - питĕрмелле пулнă ĕнтĕ, анчах арçын бункера пĕр чăрмавсăрах кĕнĕ. Çав самантра çÿлтен ун çине тырă йăтăнса аннă... Тырă айне пулнăскер çавăнтах вилнĕ.

Следстви пырать.

Н.ДМИТРИЕВ.

Рубрика: 
Автор: