Тÿпе ытамĕнчисем

9 Утă, 2015

Шупашкарти А.В. Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуб çинчен илтмен пулсан та унăн хастарĕсене чылайăшĕ курнă. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ уявсенче аэроклуб парашютисчĕсем кавир-самолетсемпе Шупашкар тÿпи ытамĕнче сăпка ташши кăтартаççĕ.

Ишекри вăтам шкулти «Цветик-семицветик» çуллахи лагерьти ачасене телей енчен ăннă çав - аэроклуб парашютисчĕ вĕсем патнех «анса ларнă». Евгений Петрянкин инструктор лагерьти ачасем патне хăнана çитсе килчĕ. Кавир-самолет юмахра çеç тĕл пулмасть иккен, Евгений Геннадьевич пĕр экземплярне - Д-6 - ятлине хăйпе пĕрлех илнĕ.

Канупа ĕç лагерĕнчи ачасем сывлăш-десант çарĕнче усă куракан Д-6 парашют пулнине пĕлчĕç. Тĕнчере кĕнчеле çеç мар, парашют та 77 тĕрлĕ иккен. Кавир-самолетсен йышлă çемйипе паллаштарчĕ хăна, вĕсемпе мĕнле усă курмаллине ăнлантарчĕ. Ятарлă фильмсем калаçăва чĕрĕлĕх кĕртрĕç. Парашют лаптăкĕн пысăкăшĕпе паллашма вара клубри ташă залĕнче ăна салатса та пăхрĕç. Парашют куполĕ зала вырнаçаймарĕ.

Евгений Петрянкин парашютпа икĕ пин çурă хут ытла сикнĕ. Аэроклубра 70 яхăн çын. Малашне вĕсен йышĕнче Ишек шкулĕнчен вĕренсе тухнă хастарсем те пулма пултарĕç. Инструктор калаçăвĕ ачасене питĕ интереслентерчĕ - мĕнле кăна ыйту памарĕç вĕсем Евгений Геннадьевича.

Владимир СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.