Тÿлевсĕр вĕрентĕвĕн «пытаннă» тÿлевĕсем, е Ашшĕ-амăшĕн кĕсйи мĕншĕн çÿхелет?

7 Çĕртме, 2017

Çăва тухрăмăр. Шкул ачисен чи вăрăм каникул пуçланчĕ. Шкул ÿсĕмне çитмен ачасем те ку вăхăтра аслăрах тусĕсене кура килте е аслашшĕ- асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче канасшăн. Çавна май садиксем те çулла çурма пушă. Юсав ĕçĕсем ирттерме шăпах меллĕ кун пек чухне. Юсав тени вара юлашки вăхăтра шкул-садик ертÿлĕхĕпе ĕçченĕсене кăна мар, ашшĕ-амăшне те пырса тивет.

Бюджет укçи ытла та хĕсĕк тесе ку е вăл ĕçе пурнăçлама пĕрехмай ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу ыйтнине хăнăхрăмăр та пулас. Эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтра, чăн та, кун пекки пулман. Вĕренсе тухакансен тĕлпулу каçĕнче шкула парне паракансем пулнине, кĕркунне е çулла шкул ачисем колхоза ĕçлесе пулăшнăшăн хуçалăх ертÿлĕхĕ шкул администрацине тав тунă май парнепе хавхалантарнине шута илмесен пĕлÿ çуртĕнче пĕтĕм пурлăх, юсав патшалăх укçипе пулса пынă.

Вĕрентÿ паян та тÿлевсĕр-ха. Анчах шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан чылай организацире бюджетран уйăракан укçа-тенкĕпе саплаштарса пырайман чылай «шăтăк-путăка» ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕпе «саплани» никамшăн та вăрттăнлăх мар. Садик ÿсĕмне çитнĕ пепкесен ашшĕ-амăшĕ те — пурте мар, анчах чылайăшĕ — ывăл-хĕрĕ хăйне патшалăх çуртĕнче хăтлă туйтăр тесе темĕн те тума хатĕр. Чăваш Республикин прокуратурин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх — 2015 çулта çакнашкал 101 тĕслĕхе шута илнĕ, пĕлтĕр вара шкул-садик нушипе укçа хывнă киревсĕр тĕслĕхсене 166 таранах тупса палăртнă.

«Патак икĕ вĕçлĕ» тенешкел хускатнă ыйтăвăн та тĕрлĕ енĕ пур. Шкул-садике çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ укçа-тенке хăйĕн ирĕкĕпе пухать теме пулать. Тĕрĕссипе, «ирĕкĕ» пирки чылай тĕслĕхре тĕлленмелли те çук: учреждени администрацийĕ е пĕр-пĕр вĕрен-текен /е воспитатель/ мĕн тĕллевпе укçа пуçтармаллине калать, çав вăхăтрах ку ĕçе хăйсене явăçтармасăр, йăлтах ашшĕ-амăшĕ хушшинче пуçаруллă та шанчăклă çынсене çирĕплетсе йĕркелемеллине асăрхаттарать. Çапла ытлашши шăв-шав кăлармасăр çултан-çул садиксемпе шкулсенчи пÿлĕмсене сĕтел-пуканпа пуянлатаççĕ, кивĕ чÿречесене хальхи йышшисемпе, пластикран ăсталанисемпе, улăштараççĕ, кивелсе сăнсăрланнă стенасемпе урая юсаççĕ. Камсем? Паллах, ашшĕ-амăшĕ.

Пухнă укçана шкул е садик счечĕ çине куçарсан саккуна хÿтĕлекен органсен тĕрĕслев вăхăтĕнче нимĕнле ыйту та пулмĕччĕ. Анчах чылай чухне учрежденисенче ыр кăмăллăх нухратне нимĕнле майпа та прихутламаççĕ. Акă Шупашкарти 50-мĕш шкулта класра пластик чÿрече лартас тĕллевпе кашни ача ашшĕ-амăшĕнчен 2000-шер тенкĕ пуçтарнă. Пухнă укçана ашшĕ-амăшĕн комитечĕн членĕ хăйĕн аллинче тытнă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.