Тÿлев виçи мĕнле улшăнĕ?

«Хыпар» ыйтăвĕсене Чăваш Республикин конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова хуравлать.

— Граждансем пурăнакан вырăна пăхса тăрас тĕллевпе пурнăçлакан коммуналлă пулăшу ĕçĕсен 2018 çулхи тÿлев виçин индексĕсене çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Вĕсем мĕнле улшăнĕç?

— Раççей Федерацийĕн Правительстви килес çул пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕн индексĕсем мĕнле улшăнассине палăртнă. Чăваш Енре вĕсем 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен улшăнмĕç, утă /июль/ уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 3,9% хушăнĕç.

Çавăн пекех Раççей Правительстви иккĕмĕш çур çул пуçламăшĕнчен Чăваш Республикинчи индекссем 2,3% улшăнассине çирĕплетрĕ. Çапла вара тÿлев хакĕн чи пысăк индексĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен уйрăм муниципалитетсенче 6,2% танлашĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи чÿк /ноябрь/ уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнчи Указне улшăну кĕртесси çинчен» 125-мĕш Указ кăларчĕ. Унпа республикăри муниципалитетсем валли чи пысăк улшăну индексĕсене çирĕплетрĕ, вĕсене ăнлантарса пачĕ.

Çав Указпа килĕшÿллĕн 2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен чи пысăк улшăну 290 муниципалитет йĕркеленĕвĕ валли çирĕплетнĕ — 4,9% таран /электричествăпа усă курнăшăн потребительсен ытларах тÿлеме тивнĕ пирки/, 4 муниципалитет йĕркеленĕвĕшĕн — 6,2% таран /Шупашкар районĕнчи Ишлей тата Çĕньял ял тăрăхĕ, Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Чурачăк, Етĕрне районĕнчи Етĕрне хула тăрăхĕ — потребительсен ăшă энергийĕпе усă курнăшăн ытларах тÿлеме тивнĕрен/, Канаш районĕнчи Канаш хулипе Хучел ял тăрăхĕнче — 12% /шывпа тивĕçтернĕшĕн потребительсен ытларах тÿлеме тивнĕ пирки/. Çак ÿсĕм виçи республикăн вăтам индексĕнчен пысăкрах.

— Мĕншĕн çапла çирĕплетме тивнĕ?

— Канаш хулипе Хучел ял тăрăхĕн халăх суйлакан органĕсем республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне янă çырура çÿлте палăртнă индекса çирĕплетме ыйтнă, мĕншĕн тесен 2018-2020 çулсенче хăйсен территорийĕсенче Канашри «Водоканал» муниципалитет предприятийĕн инвестици программине пурнăçламаллах теççĕ. Унпа килĕшÿллĕн ĕç тусан коммуналлă пулăшăвăн пахалăхĕ ÿсет.

Канашри тата Хучел ял тăрăхĕнчи шывпа, электроэнергипе, газпа, ăшă энергийĕпе, канализаципе усă куракан потребительсемшĕн пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕн индексĕ вăтамран 5% ытла пулмĕ.

Çакна тепĕр хут палăртас килет: коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕн вăтам виçи муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăтамран Раççей Правительстви çирĕплетнĕ 3,9 процентран ытла улшăнмĕ. Малалла вулас...

 

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.