- Чăвашла верси
- Русская версия
Туслăх хулине чăн-чăн хуçа килнине халăх та ĕненет
Эсир ман пекех çул çÿреме юрататăр-и? Апла-тăк атьăр-ха Ненец автономи округĕн тĕп хулине Нарьян-Мара çитсе килер. Чăвашсемшĕн мĕнпе кăсăклă-ха çав тăрăх? Чи малтанах, унта пирĕн ентешсем хăтлăх тупнă. Шăпах вĕсем юлашки çулсенче тавралăх çĕнелсе улшăнни çинчен каласа кăтартрĕç. Çакăнта чăваш хĕрарăмĕн тÿпи пысăк. 2012 çулта хула пуçлăхне суйланнă Татьяна Федорова Йĕпреç районĕнчи Кăшмасра çуралнă. Хусанти инженерипе-строительство институтĕнче, Ленинградри парти шкулĕнче пĕлÿ илнĕ вăл. "Псковгипроводхоз" проект институтĕнче инженер-конструкторта, "Йĕпреçгражданстрой" строительство управленийĕнче пай пуçлăхĕнче, "Амдермастрой" строительство организацийĕнче аслă инженерта ĕçленĕ. Амдермăна аталантарассишĕн нумай тăрăшнă чăваш хĕрарăмĕ. Поселок пуçлăхĕн тилхепине 15 çул çирĕп тытнă Татьяна Васильевна. Вăр-вар та лара-тăра пĕлменскерĕн ĕçне унăн çумĕ Мария Сушкова çапла хаклать: "1989 çулта пĕрремĕш хут тĕл пулнăччĕ унпа. Ун чухнех хваттер ыйтăвĕ çивĕччĕ. Нумайăшĕ черет çитессе кĕтсе общежитире пурăнатчĕ. Пулăшу шыраса килнĕ пĕр хĕрарăм халĕ те куç умĕнче. Ачисем пĕчĕк, мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ... Çак çемье хваттер черетне тăма ĕлкĕреймен, апла тăк саккун тăрăх администрацин вĕсене уйрăм кĕтеспе тивĕçтерме ирĕк çук. Татьяна Федорова ку ыйтăва 700 çынлă предприяти пухăвĕнче пăхса тухма сĕнчĕ. Ĕçтешĕсем çав хĕрарăм майлă пулчĕç, унăн инкекне чĕре çумне илчĕç. Çакăн хыççăнах çемьене 2 пÿлĕмлĕ хваттер уйăрса пачĕç. Савăнмалли сăлтав мар-и çакă?
Малтанхи çулсенче Татьяна Васильевна çар чаçĕсен ертÿçисемпе, федераци тытăмĕн пуçлăхĕсемпе туслă çыхăну йĕркелерĕ.
1992 çулта, укçа хăйĕн хакне çухатсан, унăн пÿлĕмне ватă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Çав тери салху хăй. "Ачасене те пулин материк çинче пурăнмалли кĕтес илсе памашкăн 30 çул тар тăкрăм. Халĕ çакăнтах вилмелле-и пирĕн?" - терĕ вăл. Татьяна Васильевна ăна Амдерма ветеранĕсене урăх çĕре куçмашкăн пулăшма сăмах пачĕ. Çавна май Раççей Правительствин Пуçлăхĕпе Виктор Черномырдинпа тĕл пулма май тупрĕ Татьяна Федорова. Мĕн тетĕр? Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене татма, аэродрома тытса тăма, Амдерма ветеранĕсене лайăх климатлă региона куçарма федераци хыснинчен укçа уйăрчĕç.
Татьяна Васильевна йывăр кирек хăш ĕçе вĕçне çитерме пултарнинчен тĕлĕнеттĕм. Вăл çине тăнипех шыв пăрăхĕсене улăштарчĕç, тĕп котельнăя çĕнетрĕç, тавралăха тимĕр-тăмăртан, çÿп-çапран тасатрĕç. Çил хăвачĕпе ĕçлекен хатĕрсемпе анлă усă курма пуçлани те - ырă пулăм. Ун чухне поселок специалисчĕсем çула тухрĕç, датчансен опытне ăша хывса таврăнчĕç.
Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен кашни шкула, ача садне юсаса çĕнетнĕ. Çакна поселок пуçлăхĕ хăй тĕрĕслесе тăчĕ. Çĕр-шывра темиçешер уйăх шалу тÿлемен вăхăтра та пирĕн тăрăх çыннисем выçă ларман. Ĕç укçине нумайран та икĕ эрне кая юлса паратчĕç.
Пăлан пăхакансем те ăна ырăпа çеç аса илеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Амдерма поселок администрацийĕ вĕсене паспорт пачĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕ ача пособийĕ, ветерансем пенси илме пуçларĕç.
Татьяна Васильевна наци йăли-йĕркине хисеплет, хăйĕн вăйне шанать, йывăрлăхран хăрамасть, ун ячĕпе мухтав юрри пуçласса кĕтмест".
Туслăх хули
Çак кунсенче Нарьян-Мар 79 çул тултарнă. "Пирĕн пуласлăх çутă. Çулсерен халăх йышĕ хушăнсах пырать. "Çĕн кайăксен" пурнăçне хăтлăлатассишĕн пĕтĕм вăйран ĕçлеме шантаратăп. Вĕсем урăх çĕрте ырлăх ан шыраччăр", - мэр сăмахĕсем кирек кама та хавхалантарасси иккĕлентермест.
Паян Нарьян-Марта /Хĕрлĕ хулара/ 23 пин ытла çын пурăнать. "Раççей нумай регионĕнчен килнисене хапăлласа кĕтсе илчĕ вăл. Çавăнпа Нарьян-Мара туслăх хули теме пулать. "Красный трудовик" хаçатра сăмах илет Татьяна Федорова.
Унăн ĕç-хĕлне вырăнти хаçат-журнал урлă йĕрлеме пулать. "Татьяна Федоровна Нарьян-Мар хула влаç пуçлăхĕн пуканне йышăннăранпа çур çул кăна иртрĕ. Вăл кулленхи кăткăслăх ĕмĕт-тĕллевĕ çинчен пĕр пытармасăр каласа кăтартать. Унăн чун çирĕплĕхĕпе хăватне ăмсанмалли çеç юлать. Çĕнĕ пуçлăхăн ĕçĕ куç умĕнчех: вăл тавралăха хăтлăх кĕртмешкĕн çынсене урама кăларчĕ. Халăх хулана чăн хуçа килнине ĕненет.
Вăл çынсене мĕн кирлине пĕлет. Çăкăр чĕллине никама кÿрентермесĕр халăхпа пайлать. Аслисене хисеплесси, çамрăксене пулăшасси пĕлтерĕшлĕ уншăн. Шăпах çакнашкал пуçлăхсен витĕмĕпе çынсем вырăнти влаçа хисеплеме пуçларĕç", - çырать "Муниципалитет" журналăн тĕп редакторĕ Людмила Куликова.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх - 2012 çултанпа Хĕрлĕ хулара ытларах çынна çурт-йĕрпе тивĕçтерме пуçланă. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, кивĕ 30 çуртра пурăнакансене çĕнĕ çĕре куçарнă. 106 çемьене пĕр пÿлĕмлĕ, 98-шне икĕ пÿлĕмлĕ, 44-шне виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтернĕ.
Вырăнти влаç кашни çыннăн ыйтăвне пăхса тухма палăртнă. Çакна Татьяна Васильевна çирĕплетсех калани витĕм кÿнĕ-ши - юлашки çулсенче администрацие пулăшу шыраса килекен йышлă. Вĕсенчен ытларахăшне çĕр ыйтăвĕ канăç памасть. Нарьян-Мар халăхĕ харпăрлăха куçарнă е арендăна илнĕ çĕр çинче çурт, гараж çĕклесшĕн.
Культурăна сыхласа хăварма тата аталантарма укçа-тенкĕ ытларах уйăрнă. Çакă пултарулăх ушкăнĕсене тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитме май парать.
Татьяна Федорова кашни тенке ăçта тата мĕнле тăкакланине халăха каласа кăтартма хăнăхнă. Пултаруллă ачасене тупса палăртма та, физкультурăпа спорта аталантарма та, тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме те... вырăнти хыснаран укçа уйăрнă. Пуçлăх отчетĕнченех çакăнта пурнăç вĕресе тăни сисĕнет.
Аталану çулĕ
Сăмах май, иртнĕ çул Нарьян-Мар пуçлăхĕ Татьяна Федорова Мароккăра иртнĕ вырăнти тата регионти лидерсен Пĕтĕм тĕнчери саммитне хутшăннă. Ăна халăхсен хушшинчи "Хуласен тата вырăнти влаçсен пĕрлешĕвĕ" тытăм йĕркеленĕ. Конгресс кашни 3 çулта тĕнчери 3 пин ытла специалиста пуçтарать. Унта 2015 çул хыççăнхи вырăнти влаç тытăмĕн аталанăвĕ çинчен калаçнă. Нарьян-Мар пуçлăхне Татьяна Федоровăна "Хуласен тата вырăнти влаç" канашăн членне суйланă. Çак йышри çынсем ятарлă проектсемпе программăсем хатĕрлеççĕ. Çавна кура региона аталантарма укçа уйăраççĕ. Ку ĕçре пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни те пĕлтерĕшлĕ.
Иртнĕ çул вĕçĕнче Татьяна Федоровăна "Хуласен хушшинчи çыхăнăва аталантарма тÿпе хывнăшăн" медальпе наградăланă.
Комментари хушас