Тусĕсем ăна йăтса ташă каçне илсе кайнă

1 Нарăс, 2018

Тĕнчере усал шыçăпа чирлекенсен шучĕ çулсерен ÿсет. Чăваш Енре 25 пине яхăн çын ку амакпа аптăрать. Хăрушă диагноз приговор евĕр янăрать. Чир никама та шеллемест. Аслă ăрурисене кăна мар, ачасене те тиркемест.

Шанăç пур

Илья Кутузов 25-ре. Вăл Шупашкарта пурăнать, пĕр фирмăра суту-илÿ енĕпе ĕçлет. Хастар каччă пурнăçпа киленсе ÿснĕ. Уçă кăмăллăскер спортпа туслă пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти экономикăпа менеджмент институтне кĕнĕ. Илья усал шыçăпа чирлессе шухăшлама та пултарайман. «Эпĕ футболла выляма ăстаччĕ. Пĕррехинче тренировка хыççăн сулахай чĕркуççи ыратрĕ. 18 çулта мĕн шухăшлама пĕлетпĕр? Хăех иртсе каять терĕм», — аса илет Илья. Каччă суракан вырăна маç сĕрнĕ те малалла чупнă. Малтанхи тапхăрта ыратнине ирттерекен эмел пулăшнă-ха, каярахпа чĕркуççи шыçнă, каччă ура çине пусайми пулнă. «Ирхине вăрантăм та манăн чĕркуççи хуçланмасть. Тухтăр патне çитрĕм. Вăл тыткаласа пăхрĕ те сурана çутăпа сиплеме ячĕ. Хушнине пурнăçларăм. Кăштах çăмăлланчĕ пек. Анчах уйăхран чĕркуççи каллех ыратрĕ», — каласа кăтартать Илья. Тинех ăна рентген тума янă. Тухтăрсем ÿкерчĕке алла илсен иккĕленнĕ, пациента республикăри онкологи диспансерне янă. Анчах унти специалистсем диагноза палăртайман. Каччăна Мускаври Н.Н.Блохин ячĕллĕ онкологи центрне çитмешкĕн направлени панă. «Çав кунсем тĕтрери евĕр. Мĕн пулса иртнине ăнланмастăм. Тухтăрсем нимĕн те шантармастчĕç», — аса илет вăл. Мускавра пĕр уйăх пурăнсан çеç Илья мĕнпе чирлине палăртнă. Уçă биопси вăхăтĕнче анализ валли тĕртĕм пайне илнĕ. Çавăн хыççăн çеç каччăн усал шыçă пулнине палăртнă. «Мана питĕ лайăх тухтăр лекрĕ. Ăна куçран тинкертĕм те: «Шанăç пур-и?» — тесе ыйтрăм. Вăл хуравран пăрăнмарĕ: «Пур. Сывалмалла», — терĕ. Ăна ĕнентĕм. Эпĕ вилместĕп тесе шухăшларăм. Тухтăр сăмахĕсене çирĕп кăмăлпа йышăнтăм. Тепĕр виçĕ сехетрен мĕнле авăра «чăмнине» ăнкарса илтĕм. Вăтанмасăр пĕлтеретĕп, макăртăм. Пит тăрăх куççуль юхрĕ. Эпĕ текех чупаймăп, футболла выляймăп, каток çинче эрешлесе ярăнаймăп. Манăн пурнăç унчченхи пек пулмĕ...» — сăмаха малалла тăсрĕ хăрушă диагноза илтнĕскер.

Вăйне пухса ура çине тăнă

2011 çулхи нарăс уйăхĕнче хими терапийĕн курсĕ пуçланнă. Вăл шыçă аталанассине чакарнă. Каччăн чĕркуççийĕ тинех сурма чарăннă. Препаратсен витĕмне пула чылайăшĕ вырăн çинчен тăраймасть. Илья та çак тапхăра аса илесшĕн мар. Çамрăкăн пуçĕ çаврăннă, хăсас килнĕ, апат тути улшăннă, çÿçĕ тăкăнма пуçланă. Юнри улшăнăва пула кăтартусем чакнă, иммун тытăмĕ вăйсăрланнă. Çавăнпах Илья чир-чĕре хăвăрт «çаклатнă». Урама уçăлма тухсан ура вăйĕ пĕтнĕ. Çăвар шыççинчен сывалсанах сунас ернĕ... Апла пулсан та Илья çын йышлă çÿрекен вырăнсене тухма шикленмен. «Кун пирки аса илме, каласа кăтартма юратмастăп. Ыттисемпе танлаштарсан, манăн чир «йăвашрахчĕ». Эпĕ сывални — тухтăрсен тивĕçĕ. Чунра питĕ йывăрччĕ. Кĕлетке, сăн улшăннине курма та çăмăл мар. Пурпĕр вăя пухаттăм та ура çине тăраттăм. Хими терапийĕ хыççăн хура çăкăр хыпаттăм. Апат çимешкĕн те вăй кирлĕччĕ», — каласа кăтартать Илья.

Çулла операци тунă. Шăмă сыппине касса кăларнă, ун вырăнне титан протез вырнаçтарнă. Шыçă сарăлнине пула тухтăрсен мышца пайне те касма тивнĕ. Чирпе кĕрешекен каччă пуç усман. Юлташĕсемпе тăванĕсем юнашар пулни те кăмăла çĕкленĕ. «Эпĕ нихăçан хама шеллемен. Чирлисемпе калаçаттăм, никам ÿпкелешнине илтместĕм. 20 хутлă çурт лăк тулличчĕ. Унта курни куç умĕнчен каймасть. Хуçланса выртнă арçын ачан усал шыçă 4-мĕш тапхăра куçнăччĕ. Вăл пурпĕр ыранхи куна кĕтетчĕ. Иртен-çÿрене хавхалантармалли сăмах тупатчĕ. Сакăр вунă çула çывхаракан асаннепе пĕр палатăра хĕрпĕрчи выртатчĕ. Улттăри хĕрачана питĕ шелччĕ. Пурнăçра нимĕн те курма ĕлкĕрейменскер усал шыçăран хăтăлаймарĕ. Çавнашкал лару-тăрура хам пирки çеç шухăшлаймастăм. Эпир хамăра мар, пĕр-пĕрне шеллеттĕмĕр. Паттăрлăх кăтартакансем пурччĕ. Çулланнă арçын пĕчĕк ачаран тĕслĕх илнине те куртăм», — терĕ вăл. Операци хыççăн каллех хими терапийĕ пуçланнă. Сиплев вăхăтĕнче Илья вĕренÿрен юлман. 2 эрне институтри занятисене çÿренĕ, 2 эрне Мускаври больницăра ирттернĕ. Каччă юлташĕсене ырăпа асăнать. Вĕсем ăна чирлĕ çын вырăнне йышăнман. «Костыльпе çÿреттĕм. Туссем мана йăтса тухатчĕç те ташă каçне илсе каятчĕç», — кулса аса илет Илья.

Чире манасшăн

2011 çулхи раштав уйăхĕнче каччă сывă пулнине палăртакан справка алла илнĕ. Çав çулхи Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илнĕ-ши? «Институтра Хĕл Мучи тумне тăхăнтартса уяв ертсе пыма шаннине çеç астăватăп, — йăл кулчĕ Илья. — Чи кăмăлли — кăрлач уйăхĕнче пулса иртрĕ: çÿç ÿсме пуçларĕ!» Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.