Тĕнчере усал шыçăпа чирлекенсен шучĕ çулсерен ÿсет. Чăваш Енре 25 пине яхăн çын ку амакпа аптăрать. Хăрушă диагноз приговор евĕр янăрать. Чир никама та шеллемест. Аслă ăрурисене кăна мар, ачасене те тиркемест.
Шел те, чылайăшĕ онкопатологие сыватма май килмест тесе шухăшлать. Тĕрĕссипе, рак - диагноз кăна, татăклă йышăну мар. Амака аталанма тытăннă тапхăртах тупса палăртсан хальхи медицинăн ăна парăнтармашкăн хăват çитет. Усал шыçăран чылайăшне сирме те пулать.