Турă пĕрлештернине этем ан уйăртăр

11 Пуш, 2015

Илия Карлинов протоиерейпа Аслă типĕри каçхи кĕлĕ пуçланас умĕн тĕл пулса калаçни

Çĕнĕ Шупашкарти Апостолпа тан таса Владимир ячĕпе лартнă чиркÿ настоятельне - 86 çулти Илия Карлинов протоиерея - хăйĕн кунçулĕнче ахаль çын тÿссе ирттерме вăй-хăват çитерес çук йывăрлăхсем витĕр темиçе те тухма тивнĕ. Акă, вĕсенчен пĕри. 1968 - 1974 çулсенче Илия атте Канашри Святой Николай чиркĕвĕн настоятелĕ пулнă, йĕкĕтсен хорне йĕркеленĕ. Влаçрисем ăна хора салатса яма хушнă, КГБ çыннисем Турра кĕлтума чарăн тесе уççăнах ÿкĕтлеме тытăннă. «Тăна кĕртекен» калаçусене вăл вăхăтра хула ĕçтăвкомĕн çуртĕнче ирттернĕ. Уйрăмах 1973 çулта «çÿлтисем» Илия Карлинова çине-çинех хăйсем патне чĕнтерме тытăннă, калаçу-тустару ирттернĕ чух сĕтел çине пистолет кăларса хуни те пулнă. Ун пек лару-тăрура тавлашса тăма, паллах, питĕ хăрушă, çапах та Илия атте: «Персе пăрахсан та Турра ĕненме, Унăн сăмахне халăх хушшинче сарма, кĕлĕ ирттерме пăрахмастăп», - тесе хирĕçлеме хăват çитернĕ. «Çуртран тухсанах хăвна ăнсăртран пĕр-пĕр машина таптаса каясран хăрамастăн-и?» тесе юнанă самантра вара татăклă хуравĕ хăйне хăех килнĕ: «Пĕлсех тăрăр, ун чухне сирĕн машинăрпа ман хушша Турă тухса тăратех»... Аптăраса ÿкнĕ чекистсем Илия аттене килне кăларса янă...

Мĕншĕн çав териех тапăннă-ха Илия Карлинова? Патшалăхăн хăрушсăрлăх органĕсен хăйсен тĕллевĕ пулнă - Канашри чиркĕве хупса хурасси. Ара, ĕненекенсем унта Йĕпреçпе Çĕмĕрле тăрăхĕсенчен те йышлăн çÿреме пуçланă-çке! Чиркĕве упраса хăварма май килнĕ, анчах Илия Карлинова ĕçрен хăтарнă...

Кĕçех Вениамин архиепископ Илия аттене Шупашкар тата Чăваш епархийĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлама чĕнсе илнĕ, 1975 çулта ăна Введени соборĕн настоятельне лартнă. 1989 çулта Илия атте халăх ыйтнипе Çĕнĕ Шупашкарта чиркÿ лартас тĕллевпе унти кĕлĕ çуртне ĕçлеме куçнă. Апостолпа тан таса Владимир чиркĕвĕ уçăлнăранпах вăл - унăн настоятелĕ. Çак Турă çуртĕнче Илия аттепе пĕрле икĕ ывăлĕ те - Викторпа Сергий - протоиерей тивĕçĕсене пурнăçласа пыраççĕ.

- Илия атте, Эсир пуçарнипе çĕкленсе ларнă Апостолпа тан таса Владимир чиркĕвĕ питĕ хитре. Кĕçех, акă, тепĕр çур сехетренех, Эсир çак чаплă та илемлĕ чиркÿре каçхи кĕлĕ пуçлатăр. Ку тĕлĕнмелле пысăк сăвап кăна мар, телей те пуль тесе шутлатăп.

- Ман шутпа, кунта эпĕ тунă нимĕнле сăвап та çук. Çылăх туса пурăнни кăна... Тен, кама та пулсан кÿрентернĕ те пуль, вĕсене хам та астумастăп. Пăшăрханмалли, хуйхăрмалли нумай пулнă.

Çакăнта эпир малтан йывăç чиркÿ лартнăччĕ. Çав йывăç чиркÿрен кăна пире пулăшу пулнă, хамăр ĕçлесе укçа пуçтарнипе анчах. Çав укçапалах тунă чиркÿне те.

- Çынсем йывăç чиркĕве пырса çÿрени пулăшнă апла? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.