Турă панă таланчĕ – тăван халăхăмăр валли
КЛИП’S

МАРИНА ФЕДОРОВНА КАРЯГИНА

1969 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Па­тăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре çуралнă. Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче ĕçлет. Вăл хатĕрленĕ фильмсемпе кăларăмсем тĕнче шайĕнчи телефестивальсенче малти вырăнсене йышăннă. Çирĕме яхăн кĕнеке кăларнă.

Чăваш Республикин искусствăсен тава ти­вĕçлĕ деятелĕ 2012, ЧР Журналистсен пĕр­лĕхĕн Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ 2008, Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕ сцена çине кăларнă «Кĕмĕл тумлă çар» сăвăлла трагедишĕн ЧР Патшалăх премине тивĕçнĕ 2013.

Вăл - пĕр ывăлпа пĕр хĕр амăшĕ.

- Марина, санăн ачалăх çулĕсем хăйне евĕрлĕ, эсĕ сухан-севок, кишĕр-кăшман уйĕнче çум çумласа нушаланман. Утă çулса та, ĕне суса та курман. Санăн аллунта мĕн пĕчĕкрен пуртă-мăлатук та ручка-кăранташ пулнă. Тин çулнă утă шăршине, тин сунă кăпăклă сĕт шăршине туймасăр ÿснĕ ял хĕрĕ чун-чĕрене çупăрлакан, çĕклентерекен сăвăсем çырма мехел епле тупать-ха?

- Култаратăн. Хирте çум çумлани, утă çулни, ĕне суни сăвă çырас ăсталăха туптассине пĕлнĕ тĕк эпĕ ун чухне киле те таврăнмастăм! Чăнах та, чи асамлă туртăмпа хăй патне илĕртекенни - çырассиччĕ. Эпир çуралнă тĕле ял пурнăçĕ çăмăлланса пыратчĕ ĕнтĕ. Пирĕн мухтавлă «Гвардеец» колхозра килте ĕне усрама чаратчĕç, сĕт илме эпир фермăна çÿренĕ. Ас тăватăп, виççĕ-тăваттăсенче чухнех дояркăсем сĕт суса пĕтерессе икĕ литр кĕрекен хĕрлĕ бидонпа кĕтсе тăраттăм... Пÿлмесенче ретĕн тăрса тухнă ĕнесем мăш-ш! мăш-ш! сывласа кавлетчĕç, пăслă вите маччинчен тем пысăкăш тумламсем татăла-татăла анатчĕç, сĕтпе тислĕк шăрши ялан хаваслă ферма хĕрĕсен аптраманлăхĕпе пĕрлешетчĕ те тутлă пек туйăнатчĕ... Килелле утнă май такăнса ÿксе тăкса янипе тепре таврăнни те пулнă. Пĕчĕк ача чĕринче мĕнле кăна туйăм хыпса илсе хĕвĕшмен инкеклĕ çавăн пек самантсенче! Яваплăх вĕт вăл! Сана, асли тесе, аçу-аннÿ пĕл­терĕшлĕ ĕç шанса парать, килте пĕчĕк йăмăку «тÿттÿ» кĕтет - эс пур çÿретĕн тĕлĕрсе... Çемье укçине сая яратăн тата. Эп ÿсерехпе ирхине те сĕт пама пуçларĕç. Анне илĕм-тилĕм тăрса кукăль-капăртма пĕçеретчĕ те пиллĕксенче мана вăрататчĕ, «Вĕри кулача сĕтпе сыпса çиме мĕнле тутлине хăвăрах пĕлетĕр, атя, фермăна кайса кил». Пĕлетпĕр çав. Пĕлни тăратать те ăшă вырăн çинчен. Юр çутипе кăна ĕмĕлкесем палăракан тĕттĕм урама тухатăп. Шартлама сивĕ питрен çатăр ярса илет. Кĕрт хушшипе хывăннă сукмакпа утатăп, куçкĕски пек пăрпа ви­тĕннĕ кÿлĕ урлă каçатăп. Хир ен­че кĕрт йыттисем вĕрсе ирхи шăплăха сехĕрлентереççĕ. Кăчăрт-кăчăрт ура сассине илтсе чупса килсе туласа тăкĕç-и-ха ак... Каялла таврăннă çĕре сĕт пăрланса каятчĕ... Вăт çапла. Суса кĕнине лĕрплеттерсе ларасси мар ку!

Çум çумласси пирки калас тăк нумай ачаллă хĕрарăмсем сухан-севок, чĕкĕнтĕр пайĕ ытларах илессишĕн питĕ хирĕçетчĕç - пире лекмен ку «ырлăх». Асаннен йăмăкĕн çăвартан пăхаканни саккăрăнччĕ. Вĕсен пайĕ те нумайччĕ. Йăранĕсем вăрăм - чĕвен тăрсан та вĕçне кураймăн. Аппа мана мĕнле илĕртмеллине таçтан чухлатчĕ, «Хирти ĕç - савăнăç. Музыка вăл! Тăрисем юрлаççĕ! Ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ - йăран вĕçĕнчи путенене хăшĕ тытайĕ! Пулăшма пыратăн-и?» - тетчĕ сăвăланă пек. Куçăм умĕнче темĕн тĕслĕ, темĕн саслă илем тĕрленетчĕ ăна итленĕ май. Çакăн хыççăн кам тÿссе тăрайтăр. Пушă чухне акман хире «çумласа» çÿренĕ эпĕ, эмел курăкĕ пуçтарса аптекăна леçеттĕм. Пĕччен утаттăм тавралăх пуянлăхĕпе ирĕклĕхне ăша илсе. Пирĕн енче тĕнче «аслăрах», вăрман çук, тип-тикĕс уçă хир те çырма-çатра. Хĕвел сана куçунтан тÿррĕн пăхать - ниçта та тарса пытанаймастăн.

- Телекурав сывлăшне чун-чĕре йышăнсан - çав пурнăçран уйрăлаймастăн, - теççĕ ĕмĕрне тележурналистикăра ирттернисем. Çак сывлăша эсĕ те ытарса пĕтерейместĕн пулмалла - çирĕм икĕ çул ĕнтĕ экранран тухмастăн. Пултарулăхри ĕçÿсене те кунта тар тăкнă вăхăтрах туптатăн. Турă çул кăтартса янă тивлет-и ку?

- Питĕ тĕрлĕ енлĕ, канăçсăр, чун-чĕрепе ăс-тăна пĕтĕмпех çавăрса илекен çын çинчи ĕç. Тăххăрпа улттăччен пÿлĕмрен тухми сĕтеле тирĕнсе ларакансен тÿсĕмĕнчен тĕлĕнетĕп. Ун пекки ман валли марах. Телекурава лекессишĕн хитре хĕрсемпе япшар каччăсем ăвăнатчĕç. Манăн пуçра та пулман. Радио илĕртетчĕ-ха. Литература институтне Мускава çити тухса каяс килменрен шкул хыççăн историпе филологи факультетне журналист пулас тесе вĕренме кĕтĕм. Пĕр ăсчах, Ефросинья Сергеевна Сидорова, çитмĕл пилĕк студента - те ятран пĕлсе çитейменнипе - мана малтан «хитре сасли» тетчĕ, «Халĕ çав чи хитре сасли тухать те калава аудитори умĕнче вуласа парать». Эпĕ, ютшăнчăк хĕр ача, хыçалта шăппăн лараканскер, хам пирки сăмах пынине шухăшламан та... Унтан пире, пулас темиçе журналиста, радиона текст вулаттарма илсе кайнăччĕ. Манăн сасса килĕштерчĕç, «пленка çине аван выртать» терĕç. Сарри Мишши редакторпа радио кăларăм та çырнăччĕ. Юлия Перминова режиссер мана уйрăмах хапăлларĕ, каярах Николай Булаткин артистпа пĕрле Çеçпĕл Мишшипе Анастасия Червякова юратăвĕ çинчен каласа паракан кăларăма хатĕрлеме сĕнчĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн фольклор экспедицине кайса килсен радиора ĕçлесе пăхас терĕм... Унтан, кĕтмен çĕртен, инкеке лекрĕм, вилĕмпе куçа-куçăн тăрса кĕрешмелле пулчĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе больницăра хăма вырăн çинче пăталанă пек тапранайми выртрăм. Асанне мана, тĕнчере çук аслă чунлă асаннем, кашăкран сыпкăм-сыпкăм çитерсе ача пек пăхса пурăнчĕ. Çурăм шăмми темиçе çĕртен, купарча шăмми хуçăлнăччĕ, ура тупанĕ ванса тĕпреннĕччĕ... Саланнă кĕлеткене тухтăрсем пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса çур çула яхăн сиплерĕç. Çурăм шăммин мими сусăрланнă пулсан çут тĕнчене кравать çÿллĕшĕнчен пăхса ĕмĕрлеме тиветчĕ. Тăтăмах. Тертлене-тертлене утма çĕнĕрен вĕрентĕм. Хул туйи çине таянкаласа больницăран тухрăм. Ларма юраманнипе васкавлă пулăшу машини çине вырттарса тăван яла леçрĕç. Мана кун пек шăпа тивĕçтермерĕ - çулталăк сиктермесĕр университета таврăнас терĕм, тăрăшсан - тантăшсене хăваласа çитетĕпех. Тепĕр тăватă уйăх шăла çыртса ура çинче е пукан çине чĕр куççипе тăрса вĕрентĕм... Сесси нихçанхинчен йывăр иртрĕ. Факультетран аллă тăватă студента кăларса ячĕç. Пирĕн ушкăнра та çирĕм пиллĕкрен çирĕмĕн юлтăмăр... Чи çирĕп ыйтакан экзаменсене «пиллĕкпе» тытрăм. Туясене пăрахсан спорт секцине çÿреме пуçларăм. Терт-нуша кăмакинчен хурçă пек шăранса тухнă хыççăн мана нимĕнле тĕрĕслев те этем чăтайми йывăр туйăнмастчĕ...

Паллах, вĕреннĕ чухне телекурава та пире илсе çÿренĕ. Хамăрăн сăвăсене вулама уйрăмах йыхравлатчĕç. Мана ун чухнех ĕçе илесшĕн пулчĕç - самани арпашса кайрĕ. Вĕренсе пĕтерсен те телекуравра çапла тĕпленессе тĕлленмен эпĕ. Шăпа хăй ертсе çÿремен пулсан хам валли çак таран телейлĕ ĕç вырăнĕ суйласа илеймен те пулăттăм-и тен. Чуна выртакан ĕç - чăннипех пысăк телей. Телекурав искусствăн мĕн пур тĕсне пĕтĕçтерсе тăрать - çакă маншăн темрен паха. Мускав филиалĕ пулса хыпарсен кăларăмĕсене тĕп вырăна хума тытăннăранпа кунта режиссерсем юлмарĕç, монтаж режиссерĕсем çеç. Çавăнпа фильм сценарийĕ çырсан режиссер пулса хамăнах ĕçлеме тивет. Манăн «Сто лет спустя» фильм çур çул каялла «Голос Евразии» фестивальте чи пысăк приза тивĕçрĕ. Ку - Чăваш телекуравĕн историйĕнчи иккĕмĕш Гран-при, пĕрремĕшне «Шăпăрлансем» /Пока не все дома/ фильмпа 1998 çулхи раштавра эпирех илнĕччĕ /режиссерĕ - В.Иовлев, операторĕ - манăн яланхи ĕçтеш С.Мышев/. Çав фильмшăнах 1999 çулта Мускавра иртнĕ «Окно в третье тысячелетие» фестивальте «За неординарный вклад в развитие детского телевидения» тесе ылтăн шывĕпе çырнă Пĕрремĕш приз дипломне тивĕçрĕмĕр. Парни те чаплăччĕ. Иртнĕ кĕркунне документлă тепĕр фильм ÿкерсе эфира кăлартăм - «Дамский угодник» Черкесскра иртнĕ «Кунаки» фестивальте Раççейри паллă киномаçтăрсен хушшинче Дипломант пулса тăчĕ.

- «Вăйлă çын çеç пысăк çитĕнÿсем тума пултарни пуриншĕн те паллă», - тенĕччĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ тăрăхĕнче. Эсĕ хăшĕнче - поэзире, драматургире, прозăра, тележурналистикăра - вăйлăрах?

- Мĕнпе виçмелле ăна. Çĕнсе илнĕ премисен шучĕпе-и. Çук. Кăна вăхăт кăна калаять. Вăл та халех шарламĕ. Маншăн тесен чи пысăк çитĕнÿ - ăнăçлă йĕрке е кадр. Виçĕ-тăватă пьеса çырнипех драматургири вăя туйса илме ир-ха. Проза каçалăкĕнче те тăватă кĕнеке анчах тухнă. Ытларах - ачасем валли. Поэзи тесен вара - ку ман сывлăш. Эпĕ кунта питĕ хăюллă та ирĕклĕ - вĕçеври кайăк. Поэзи вăл чĕлхен уйрăм вăйне, асамлă хăватне пĕлет, мĕнле сăмахсене юнашар лартсан пач урăх тĕнче тума пулнине тĕлĕнмелле сисĕмпе туять. Пирĕн ăрăва пултарулăхпа кăна пурăнма пÿрмерĕ ĕнтĕ, хальхи патшалăх çыравçа «тара тытса» пăхса усрамасть. Куллен урăх ĕçе çÿренĕрен ларса хайлав çырма вăхăт та юлмасть. Мĕн пурри - чунра пиçсе çитнине, пуçра тĕвĕленнине хăпăл-хапăл чĕркелесе хуни. Пуçтарăнса çитет те - тирпейлетĕн, кĕнеке кăларса вулакан патне çитеретĕн. Канмалли кунсенче - канмасăр, уявсене - уявламасăр çырас килнĕ сăмаха çыратпăр. Вăл та пулин хывăх ан пултăрччĕ.

- Критиксем санăн поэзине Çеçпĕл Мишшин хĕрÿлĕхĕпе, Константин Ивановăн шалти килĕшÿлĕхĕпе / гармонипе/ танлаштарчĕç, палиндром сăввусен ярăмĕсем хыççăн сана Велимир Хлебниковпа юнашар лартрĕç. Çак хаклавсемпе Марина Карягина сăвăç хăй килĕшет-и?

- Пултарулăх хăвачĕ кампа юнашар ларнинчен килсен хăшĕ-пĕри пирĕн йышши танлăн тăракансене тахçанах сирсе хăварса тĕпеле хирĕнсе иртмелле. Куркаланă... Эпĕ ун пек чухне пĕччен ларнă пулăттăм - хама кампа та пулсан танлаштарнине килĕштерместĕп. Эпир пурте хамăрăн сăмаха калама килнĕ.

- Чăваш телекуравĕ хăйĕн юбилейне Оперăпа балет театрĕнче ирттернĕ чухне сцена çине эсĕ лаша утланса тухрăн. Кун пеккине хамăр тăрăхра курманран пурте тĕлĕнчĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. «Çар ертÿçинчен нимĕнпе те кая мар», - терĕ пуçăмри ырă вăй. Кала-ха, «Кĕмĕл тумлă çар» сăвăлла трагедие çар пуçĕ пек курса тăрса çыртăн-и е поэт туйăмне ирĕке ярса-и?

- Ку, ытарлăн каласассăн, хĕçпе çырнă ĕç. Сăмах чи хăватлă хĕç-пăшал иккенне этемлĕх ĕмĕртен пĕлет. Сăвăçăн калемĕ - ухă йĕппи, унăн çивĕчĕшĕнче вĕлерсе чĕртме пултаракан «наркăмăш» пур. «Кĕмĕл тумлă çара» чĕремре çар пуçĕн хевти пулмасан - çыраймăттăм. Чи çивĕч хистевçĕ - чунра пуçтарăннă ырату. Çыравçăн ăшне çут çанталăк темле савăт хурса янă тейĕн. Çумăр çума пултарасса кĕтсе çурт çамкинчи пăрăх айне лартнă валашка пек - тулать те тулать вăл çапла таçтан /çÿлти хăватсенчен-и, сăвăçа çуратнă несĕлĕсен юнĕнчен-и?/ килекен уйрăм сисĕм шерпечĕпе. Тÿпеми пулать те - юлашки тумламĕ хайлав халлĕн татăлса ÿкет.

- «Чăваш поэзийĕн тĕнчери элчин ĕçне Геннадий Айхи хĕрĕ - Анна - туса пырĕ», - тенĕччĕ пĕр интервьюра Атнер Хусанкай. Аня çитĕнет çеç-ха. Çавăнпа та «пушаннă сукмака» курăк пусас хăрушлăх пур. Такăрлатнă çак сукмака тата та анлăлатма çĕнĕ ăрăвăн çĕнĕ поэчĕн - Марина Карягинăн - вăхăт çитнĕн туйăнать.

- Айхи ку енĕпе чылай туса хăварчĕ. Венгри, Итали, Франци, Швеци тата ытти çĕр-шыв вулаканĕсем патне тăван халăхăмăрăн поэзири ахах-мерченĕсене çитерчĕ, вĕсенне чăвашла куçарчĕ, куçарттарчĕ. Пысăккăн илсен - пирĕн ăру вырăнне те ĕçлерĕ темелле. Тĕрĕс, уçнă çула паян та çухатмалла мар. Куçаруçăсем йăшăлтатни туйăнать. Пĕр хушă критиксемпе куçаруçăсем валли грант пуласси пирки шавларăмăр - шел, тусан тустарни çеç пулчĕ. Эпĕ хурăнташлă халăхсен хайлавĕсемпе кăсăкланатăп, ют чĕлхесем вĕренетĕп. Тĕнче шайĕнчи поэзи фестивалĕсене çуллен тенĕ пек хутшăнатăп. Европăра та, Азире те пултăм. Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕнче тăратăп. Хамăн сăввăмсене куçарма сĕнмен, анчах вĕсем чикĕ леш енче те пичетленкелеççĕ. Сăмах май, шведла тухнă антологирисене Анника Бекстрем шăпах Геннадий Айхи сĕннипе куçарнă-мĕн - эпĕ сиссе те юлман. Вырăсла çырнă сăвă-поэма Мускавра кассăн-кассăн тухкалать. «Дети Ра» журналăн кăçалхи пĕрремĕш номерĕнче палиндром меслечĕпе çырнă хайлавсене пысăк вырăн уйăрса панă. Çак журнал редакторĕ, Евгений Степанов çыравçă тата ăсчах, хăйĕн тĕпчевĕнче манăн ята «хальхи Раççейри чи паллă та талантлă палиндромистсен» йышне кĕртнĕ. Кĕтменччĕ. Вырăсла çула май кăна çыратăп, йĕркесем килеççĕ те - пăрахăçламастăп. Çитес вăхăтра палиндром сăвă-поэмăсен чăвашла пысăк пуххине кăларма алă çитересшĕн-ха. Ку чăннипех те пирĕн чĕлхен кĕтречĕ! Тĕлĕнме-савăнма пĕлетпĕр-и хамăр чĕлхепе, çук-и - анчах ку хайлавсем чат хамăр валли кăна пулĕç, вĕсене ют чĕлхене çав пахалăхпа куçарма çук.

- Марина, санăн сăввусен вырăнĕ-тĕнĕлĕ - çÿл ен. Пĕлетпĕр, çÿлтен йăлт курăнать. Ну, мĕнлерех кунта. Йĕркеллех-и чăваш çĕрĕ çинче. Куçна мĕн тÿрех тăрăнать?

- Типпе юлнă пулăсем.

- Мăн асаттесемпе асаннесем «Чăваш тĕнчене тытса тăрать», «Чăваш пĕтсен - тĕнче пĕтет» тесе каланă сăмахсемпе хамăра лăплантарса вун-вун çул нимех те тумасăр пурăнтăмăр та - чĕлхемĕр çĕр çинчен çухаласси патне çитсе тухрăмăр. Ĕмĕрхи ыйту, мĕн тумалла?

- Нимех те тумасăр мар-ха... Ишме мансан - ураланма хăтлантăмăр. Ĕнтĕ хÿре кирлĕ мар тесе - ăна калта пек татса хăвартăмăр. Калтан тата ÿссе ларать, пуллăн апла мар çав. Çын сиккине сикетпĕр тепĕр чух çапла. Хамăр вăй мĕнрине пĕлместпĕр, шырамастпăр та. Мĕн тумалла? Эп калас чăнлăха куçа курăни-курăнми вĕтĕ кусан-шăван та пĕлет, хамăра сыхласа хăварас тесен - чăвашăн чăваш çуратса ÿстермелле. Пирĕн вара чăваш пулса çуралаççĕ те вырăс пулса ÿсеççĕ. Сывлăшăм çаврăннă чухне эпĕ çирĕп шанчăкпа тÿсĕмлĕн ĕçлесе пурăнасшăн.

- «Ту тăррине тăрса çил çиллине чаратăп», - тетĕн эсĕ пĕр сăввунта. Çĕр çинчи çанталăка йĕркелесе тăракан çил ачисене те чарма хевте çитеретĕн тĕк - капашлă вăю-хăватупа чăваш нишлĕленсе пынин юхăмне эсĕ те пулин пÿлсе ларт-ха.

- Хисеплĕ арçынсем! Пирĕн чаплă, влаçлă, ятлă-сумлă паттăрсем! Манăн ахаль те штанга йăтасси кăна юлчĕ ĕнтĕ. Тăван халăх пуласлăхĕшĕн хам шайра мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăватăп, тăвăп та. Несĕлсен умĕнчи тивĕçе туйса. Эсир ăçта. Мăшăрăрсене тăван тĕпренчĕкĕрпе хамăр чĕлхепе калаçма та ÿкĕте кĕртейместĕр. Вăрманта çĕтсе кайнă шăнкăравлă пăру пек, орден-медалĕр чăнкăртатни кăна хăлхана кĕрет. «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят илмен пуçлăх юлмасть кĕçех - культури вара темшĕн хухса пырать. Ман вăя шанакансем ÿкĕте кĕртнипе «ту тăррине» тăма хатĕррине палăртрăм вĕт-ха - Наци телерадиокомпанийĕн тилхепине урăххине шанса пачĕç. Ку маншăн çăмăллăх, анчах эпĕ çăмăллăх шыракан çын мар, хум майлă ишме çуралман.

- Пысăк шайлă ĕçсем калăпланăран сана кунта хĕсĕк мар-и?

- Тăван çĕр-шыв хĕсĕк пулмасть. Яппунсене пăх-ха! Çĕр хĕсĕкки вĕсен мимине ытларах ĕçлеттерет кăна. Чи хăрушши - шалти тĕнче тăвăрлăхĕ. Хĕсĕк чунлă мĕскĕн - уçлăх ирĕкĕнче те пĕрене çурăкĕнчи кăпшанкă.


Геннадий МАКСИМОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.