Тур палли пур-и?

31 Юпа, 2014

Вăл е ку органа çирĕплетме, çĕнĕ шыçă пуласран асăрханма организм тур паллипе папиллома кăларать.

Тур палли - усал япала мар, усăллă çеç. Анчах вĕсем ытла нумай тухнине те лайăх теме çук - сывлăх çинчен шухăшламалла. Тур паллине сиенлесен унăн хÿтĕлев ĕçĕ пăсăлать. Çавăнпа та ăна мунчалапа е бритвăпа лектерсе суранласран сыхланмалла, ун çинчи çÿç пĕрчисене те тăпăлтармалла мар.

Чи кăсăкли вара акă мĕн: вăл е ку чирпе чирлесе сипленнĕ хыççăн, организм çирĕпленсе пынăçемĕн, чылай тур палли шупкаланать, пĕчĕкленет. Хăшĕ-пĕри вара пачах çухалать. Асăрханă-и: тепĕр чухне ватă çынсен мăйĕпе кăкăрĕ çине папиллома тухса тулать, сипленÿ вĕçнелле вĕсем хăйсемех çухалаççĕ.

Акăлчан ученăйĕсем çакна палăртнă: тур паллисен шучĕ çĕртен те иртекенсен шăм-шакĕ çирĕпрех, мышцисем лайăхрах аталаннă, чĕрипе куçĕ те сывăрах. Унсăр пуçне вĕсем хăйсен çулĕнчен 7-10 çул çамрăкрах курăнаççĕ, кун-çулĕ те вăрăмрах. Генетиксен шухăшĕпе çыннăн çакнашкал паллă мĕн чуль ытларах организма ватăласран хÿтĕлекен ген çавăн чуль нумайрах.

Сăмах май, паллă хирургăн Федор Угловăн тур палли питĕ нумай пулнă. Вăл 103,5 çул пурăннă. Çĕре çитичченех операци тунипе Гиннес кĕнекине те кĕнĕ. Çавăнпа тур палли пулсан унран хăтăлма ан васкăр. Енчен те вăл тĕсне улăштармасан, вистенмесен, шыçăнмасан, юн тухмасан, канăçсăрлантармасан пăшăрханма кирлĕ мар.

Тур паллисен шучĕ тăруках нумайланса кайсан та хăраса ан ÿкĕр. Кун пекки гормонсен улшăнăвĕ вăхăтĕнче - ар ÿсĕмне кĕрсен, çие юлсан, уйăх хушши пулма пăрахсан - палăрать. Çĕнĕрен пулакан тур паллисем тĕсĕпе те, тытăмĕпе те урăхларах пулсан вара дерматолога е онкодерматолога кăтартмалла.

Тур паллине килти меслетсемпе пĕтерме юрамасть. Аптекăри шĕвексем вĕсен курăнакан пайне çеç пĕтереççĕ, тымарĕ вара çаплипех юлать. Енчен те унта усал шыçă тĕлĕрсен хими çунтарăвĕ хыççăн вăл вăй илме пултарать. Ун пек чухне тур палли шалалла ÿсет, куçа курăнман пирки ăна тĕрĕслеме те май килмĕ. Ку вара сывлăхшăн самай хăрушăрах.

Ольга Григорьева,

дерматолог.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.