ТУПСА ПАЛĂРТМАЛЛА: УПРАСА ХĂВАРМАЛЛА

Чăваш наци музейĕнче «Археологи еткерĕн объекчĕсене тĕпчессипе, упраса хăварассипе тата вĕсем пирки халăха пĕлтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе ЧР Патшалăх Канашĕ пĕрле йĕркелерĕç. «Çавра сĕтеле» ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, ЧР культура министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев, ыттисем хутшăнчĕç.

2013-2015 çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологĕсем Чăваш Енри Археологи карттине тунă. Унта археологи еткерĕпе çыхăннă 3 пин ытла объекта шута илнĕ. Анчах та вĕсенчен пысăк пайĕ арканма пуçланă. Мĕн тумалла? Çак ыйтусене сÿтсе яврĕç те «çавра сĕтелте».

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас