Стоматолог волонтерсен юхăмĕ вăй илет

10 Утă, 2018

Паян «Хулари стоматологи поликлиники» автономи учрежденийĕн инноваци технологийĕсен ăслăлăхпа вĕрентÿ центрĕнче «Чăваш Республикинчи медицина ыр кăмăллăхçисене аталантарасси» ятпа çавра сĕтел иртрĕ.

Медицина чăн-чăн тухтăршăн професси çеç мар, вăл — пурнăç йĕрки те. Çынсен шăла вăхăтра сиплемелле. Мĕншĕн тесен чирлĕ шăл тĕрлĕ инфекци пуçарма пултарать. Стоматолог тухтăр волонтерсем шăп çак енпе хастар ĕçлеççĕ те: республикăри шкул çулне çитмен тата шкул çулĕсенчи вĕренÿ учрежденийĕсене çитсе ачаран сывă пурнăç йĕркине хăнăхма, шăла вăхăтра тасатса тĕрлĕ инфекцирен хăтăлма вĕрентеççĕ.

Чăваш Республикинчи стоматологсен ассоциацийĕ тĕлпулура «Сывă шăл — сывă ачасем — сывă наци» волонтер юхăмĕн презентацине тата «Халăха сывă шăл тата сывă пурнăç йĕрки урлă сыватасси» çĕнĕ проекта кăтартрĕ.

«Çавра сĕтел» вăхăтĕнче волонтерсем пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе, çавăн пекех программăсемпе, акцисемпе, мероприятисемпе паллашма май тупрĕç, проект йĕркелÿçисемпе ертÿçисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки туллин тата тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Чăваш Енре ыр кăмăллăхçăсен юхăмне малашне те аталантарас, ăна вăйлатас тĕллевпе «Чăваш Республикинчи стоматологсен ассоциацийĕ» ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе тата «Волонтер-медиксем» уйрăмпа пĕрле ĕçлесси пирки виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пусрĕç, çавăн пекех 2018-2019 çулсенче волонтер ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртессине сÿтсе яврĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас