Тупăшура ­‐ контрразведчиксем кăна

20 Юпа, 2015

Октябрĕн 12-16-мĕшĕсенче Шупашкарта Федерацин хăрушсăрлăх службин VI самбо чемпионачĕ иртрĕ. Ăмăртусене савăнăçлă лару-тăрура уçнă май пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей ФХСĕн кадрсен управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фурцак, ФХСăн республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов тата ыттисем саламларĕç.

Вăй виçме Чăваш Ен тĕп хулине виçĕ ушкăнри пĕрлештернĕ командăсен представителĕсем килнĕ: федераци округĕсен хăрушсăрлăх органĕсен тата Раççей ФХСĕн подразделенийĕсен, ФХСăн вĕренÿ учрежденийĕсен, Раççей ФХСĕн Чикĕ хуралĕн службин тата чикĕ хуралĕн органĕсен пĕрлештернĕ командисем - пĕтĕмпе 43 команда, 240 ытла спортсмен. Çав шутра тава тивĕçлĕ икĕ спорт мастерĕ, тĕнче класлă 12 спорт мастерĕ, 37 спорт мастерĕ тата спорт мастерĕн 74 кандидачĕ - тупăшу шайне çакă та çирĕплетет.

Ăмăртусем чăннипех интереслĕ те çивĕч пулчĕç - кашни команда чи вăйли пулнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Пĕрремĕш ушкăнра Çурçĕр Кавказ, Кăнтăр тата Крым федераци округĕн команди мала тухрĕ. Инçет Хĕвелтухăç тата Урал округĕсен спортсменĕсем - 2-3-мĕш вырăнсенче.

Иккĕмĕш ушкăнра Хабаровскри пограничниксен институтĕнче вĕренекенсене çитекен пулмарĕ. Голицинăри тата Курганти погран­институтсен çамрăкĕсем те призлă вырăнсене йышăнчĕç. Чикĕ хуралĕн службин управленийĕсен командисен хушшинче Краснодар, Челябинск спортсменĕсем çĕнтерчĕç. 2-3-мĕш вырăнсене Приморье крайĕн, Курган облаçĕн, Байкал леш енчи край тата Тюмень облаçĕн пограничникĕсем пайларĕç.

Н.ДМИТРИЕВ

Рубрика: 
Автор: