Тупăш кÿреймен лаборатори

6 Утă, 2015

Чăваш Ен полицейскийĕсем "спайссен" пысăк виçине салатакан арăмĕпе упăшкине тытса чарнă. Вĕсен çумĕнче синтетика наркотикĕн 5 пин дозине хатĕрлеме пулакан 600 грамм наркăмăшлă япала тупнă.

Мăшăра Шупашкарта çу уйăхĕн вĕçĕнче ЧР ШĔМĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç ĕçлекен пайĕн ĕçченĕсем асăрханă. Саланнă союзăн пĕр республикинчен килнĕскерсем пирĕн тăрăхра аван тупăш илесшĕн пулнă. Çавăнпах тара ярса пурăнакан хваттерте вĕсем хăйне евĕр лаборатори йĕркеленĕ. Унта арçынпа хĕрарăм "Спайс" хатĕрленĕ.

Мăшăр, вĕсем 22-сенче çеç-ха, тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсене саккунсăр майпа наркотик хатĕрлесе упранăшăн, сутнăшăн айăплаççĕ.

Раççей наркотĕрĕслев службин ĕçченĕсем çĕртмен 1-7-мĕшĕсенче çеç наркотик çаврăмĕн пысăк темиçе çулне пÿлнĕ, 24 наркопритона хупнă. Саккунсăр çаврăнăшран 14,2 килограмм героин, 10 килограмм гашиш, 42,4 килограмм марихуана, 59,6 килограмм синтетика тата 3,4 килограмм психотроплă япала туртса илнĕ. Вĕсенчен 2,4 миллион доза хатĕрлеме пулать.

Чăваш Енре вара "Мăкăнь" операци пырать. Ăна наркăмăшлă ÿсен-тăрана киревсĕр йăла валли усă курасран асăрханас тĕлĕшпе ирттереççĕ. Мăкăньпе кантăр çын акман вырăнта ешернине е пахчара ятарласа ÿстерекенсене тĕрĕслеççĕ, тĕп тăваççĕ. Мăкăне саккунпа килĕшÿллĕн ятарлă лицензипе наука, вĕренÿ тата промышленноç тĕллевĕпе çеç ÿстерме юрать.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: