Тухăçлăха ӳстерме майсем пур
"Ирĕклĕ укçа-тенкĕ пулсан хушма пулăшу чи малтанах агропромышленноçа аталантарма кайĕ, çав шутра ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене кредитпа тата субсидипе тивĕçтерме", – палăртнă РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ Аркадий Дворкович Сĕт туса илекенсен наци союзĕн VIII сĕездĕнче. Вăл виçĕм кун Мускавра халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче иртнĕ. Унта Раççей ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев та хутшăннă.
Çĕршывĕпе илсен сĕт производстви пĕлтĕр 2015 çулхи шайрах юлнă, 30,8 млн тоннăпа танлашнă. Сутăнакан чĕртавар виçи ял хуçалăх предприятийĕсенче – 2, фермер хуçалăхĕсенче 6% ӳснĕ, сăвăм – 4%.
Александр Ткачев сăмахĕпе сĕт тухăçлăхне ӳстерни тӳрремĕнех производство рентабельлĕхне витĕм кӳрет. Тĕслĕхрен, кашни ĕнерен çулталăкне 5 пин ытла кг сĕт сусан тата патшалăх пулăшăвне шута илсен унăн шайĕ 18% çитме пултарать. Анчах çĕршыври 42 регионра кăна пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм /ял хуçалăх организацийĕсенче\ 5 пин ытла килогрампа танлашать, тепĕр 20 регионра калăпăша ӳстерме майсем пур.
Министерство ертӳçи палăртнă тăрăх – пилĕк çулта Раççей сĕте ютран 5-10 % сахалрах турттарма пултарать. Тĕллеве патшалăх пулăшăвĕн программисемпе усă курса пурнăçа кĕртме пулать. Сăмахран, кăçал сĕтлĕ выльăх производствине аталантарма 26,7 млрд тенкĕ уйăрнă. Пĕлтĕр те пулăшу виçине виçĕм çулхинчен 2 хут ӳстернĕ. Унсăр пуçне сĕт туса илме май паракан комплекссене хута ямалли срока вăрăмлатнă /2-рен 3 çула çитернĕ\, строительство тăкакне саплаштармалли виçе те 20-рен 30% çитнĕ, выльăх самăртмалли площадкăсем тунă чух – 35% çити.
Аш тата сĕт туса илекен фермерсем валли грант виçи 1,5 млн тенкĕрен 3 млн таран ӳснĕ. Çемье фермисем 30 млн тенкĕ /Чăваш Енре – 10 млн тенкĕ\ илме пултараççĕ.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та ĕнесен продуктивлăхне ӳстерсен, сĕт ытларах сутсан хуçалăхсене регион коэффициентне хушса пама ирĕк пулнине палăртать. Вăл асăннă тăрăх – туса илнĕ кашни литр сĕтшĕн кăçал пĕлтĕрхинчен субсиди Раççей регионĕсем – 37, Атăлçи округĕ – 35, вăл шутра Чăваш Ен 33% сахалрах илĕç. Паллах, çирĕплетнĕ условисене пурнăçласан ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене кашни литр сĕтшĕн 73 пус хушса параççĕ. Ку енĕпе Атăлçи регионĕсем хушшинче Мари Эл /77 пус\ тата Киров облаçĕ /76 пус\ хыççăн хальлĕхе эпир виççĕмĕш вырăнта.
Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕрен чăваш хресченне ӳсентăрана пăхса çитĕнтерме, кашни гектар çĕр пуçне тивекен пулăшу пирки те асăнмалла. Республикăри аграри ведомствин ертӳçи палăртнă тăрăх – чикĕ леш енне тырă сутакан субĕектсене субсиди илекенсен йышĕнчен кăларнăран регионсене вăл сахалрах лекет. Тĕслĕхрен, эпир кашни гектаршăн 148, 83 тенкĕ илетпĕр. Пулăшу виçипе Мордва тата Удмурт республикисем хыççăн каллех виççĕмĕш вырăнта тăратпăр. Хăшĕ-пĕри Чăваш Ене Тутарстанпа, Пушкăртстанпа танлаштарса вĕсене укçа нумайрах уйăрассине палăртать. Анчах усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар пуçне субсиди мĕн чухлĕ тивнине уçăмлатсан кӳршĕсене сахалрах парасси курăнать.
Кăçал сутлăха ăсатакан çĕрулми, хĕвелçаврăнăш, сахăр кăшманĕн лаптăкĕсене субсидилемеççĕ.
2017 çулта 54 тĕрлĕ субсидие пĕрлештерсе 7 кăна хăварнине нумайăшĕ пĕлет. Çакă хальчченхи пулăшу программисен шучĕ сахалланнипе çыхăнман, субсиди уйăрмалли йĕркене çеç улшăну кĕртнĕ.
Чăваш Ен кăçал федераци хыснинчен пĕлтĕрхинчен 31% ытларах пулăшу илĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче çакă – чи нумаййи. Мордвана – 9, Удмуртсене – 7, Тутарстана 4% ытларах, округри ытти региона пĕлтĕрхинчен сахалрах лекĕ. Пире "пĕрлехи субсиди" шайĕнче сухалакан-акакан кашни гектар лаптăк пуçне 923,28 тенкĕ параççĕ. Ку енĕпе эпир округра – пĕрремĕш, Тутарстан /483,89 тенкĕ\ иккĕмĕш вырăнта.
Ирина ПАВЛОВА.
Комментари хушас