Триатлон ăмăртăвне тĕнче шайĕнче ирттерме сĕннĕ

18 Çурла, 2018

Паян Шупашкарта Мускав çыран хĕрринче Триатлон енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ. Унта çĕршыври тĕрлĕ регионти спортсменсем пуçтарăннă. Çак пысăк пулăма хула кунĕпе çыхăнтарнă.

Сав́́ăнăçлă лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл çамрăк спортсменсем ăмăртăва мĕнле хатĕрленнипе тата хăйсене еплерех туйнипе кăсăкланчĕ. Унтан сцена çинче сăмах илсен ирхине иртнĕ акватлон ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене саламларĕ. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Головин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Раççейĕн биатлон пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Андрей Гудалов та саламлама хутшăнчĕç. Михаил Васильевич чăвашла сăмах пуçлани, хулан çуралнă кунĕпе саламлани кăмăллă пулчĕ.

Триатлон ăмăртăвĕ Шупашкарта кăçал 2-мĕш хут иртет. Пĕлтĕр çын сахалрах пуçтарăннине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. «Спортăн çак тĕсĕпе туслашакансен йышĕ çулленех ÿсет. Хăнасене пĕлме: эпир федераци шайĕнче çулталăкне 60 ытла ăмăрту ирттеретпĕр, - пĕлтерчĕ вăл, ашшĕ-амăшне ачисене спорта явăçтарнăшăн тав турĕ. - Эсир ишме пĕлмесен сирĕншĕн аçăр-аннĕр кулянать. Ача ишме вĕренсен унăн шикленÿ те, йывăрлăх та çук. Пляжра та лăпкăлăх, шанчăклăх хуçаланать. Сире çакна кăна сунас килет: яланах хускалмалла. Юлташăрсене телевизортан, компьютертан уйăрăр. Вĕсем хускану туччăр тата уçă сывлăшпа сывлаччăр».

Пĕр-пĕринпе ăмăртни вăйлăрах пулма май панине палăртрĕ Михаил Васильевич.

Çакăнтах РФ Спорт мастерĕ ята тата Пĕтĕм Раççей категорийĕнчи судья ята тивĕçнисене чысларĕç.

Раççейри триатлонăн пĕрлештерни командин аслă тренерĕ Андрей Гудалов триатлон чемпионатне уçнă ятпа саламларĕ. Шупашкарсене çакăнпа чарăнмалла маррине, çÿллĕрех шая хăпармаллине палăртрĕ, малашне триатлон енĕпе тĕнче шайĕнче те ăмăртусем ирттерме сунчĕ.

- Раççейĕн аслă юхан шывĕ – Атăл – хĕрринче мар пулсан кун пек ăмăртăва ăçта ирттерĕн-ха? Тавах пурне те! Тавах, Шупашкар! Тавах, Чăваш Ен! – терĕ вăл. Михаил Игнатьева ку шухăш килĕшрĕ.

Раççей Федерацийĕн терлĕ регионĕнчен килнĕ 300 ытла спортсмен 2,5 километр чупса, 1 километр ишсе, унтан каллех 2,5 километр чупса тухрĕ. Паллах, йĕркене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерсех тăчĕç. Пĕр каччăн шывран ишсе тухнă хыççăн футболка тăхăнма вăхăт пулман, кун пек юраманнине ăна çийĕнчех асăрхаттарчĕç. Чемпионата уçнă вăхăтра ирхи ăмăртусене хутшăннă çамрăк спортсменсене саламларĕç.
13-14 çулсенчи хĕр ачасем:
3 вырăн – Анастасия Казенова (Чулхула облаçĕ)
2 вырăн – Рената Чайникова (Чăваш Ен)
1 вырăн – Дарья Захарова (Волгоград облаçĕ), тренерĕ – Михаил Горин.
15-17 çулсенчи хĕрсем:
3 вырăн – Ирина Лукьянова (Саратов облаçĕ)
2 вырăн – Ариана Плясова (Пенза облаçĕ)
1 вырăн – Ольга Гуреева (Волгоград облаçĕ), тренерĕ – Галина Горина.

13-14 çулсенчи арçын ачасем:
3 вырăн – Сергей Путов (Краснодар крайĕ)
2 вырăн – Антон Спиридонов
1 вырăн – Роман Минеев (Чăваш Ен), тренерĕ – Василий Васильев.
Роман питĕ пысăк хăвăртлăх кăтартнине палăртмалла. Темиçе эрне каялла вăл Тутарстанри ăмăртура та çĕнтернĕ.

15-17 çулсенчи каччăсем:
3 вырăн – Марк Давыденко (Тюмень облаçĕ)
2 вырăн – Дмитрий Нефедов (Волгоград облаçĕ)
1 вырăн – Павел Сорокин (Санкт-Петербург), тренерĕ – Ольга Титова.

Ăмăртăва хутшăннисен шухăшĕсене пĕлме кăсăклă пулчĕ.
Даша ЗАХАРОВА (Волгоград облаçĕ):
Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Çыран хĕрри аван. Ишме йывăрах марччĕ. Шывра сивĕ пулнипе шăнса кайрăм. Анчах пĕтĕмĕшле илсен йăлтах лайăх. Ăмăртăва эпĕ пĕр уйăха яхăн хатĕрлентĕм. Маншăн вăйлă спортсменсемех пулмарĕç, вĕсем килмен кунта. Шупашкарта эпĕ перремĕш хут. Питĕ хитре хула. Пирĕн Волгоградра та çыран хĕрри пур. Пирĕн пата килсен илемлĕ вырăнсемпе паллашма пултаратăр, сăмахран Мамай курганĕпе. Шупашкарти фонтансем те килĕшрĕç мана.

Оля ГУРЕЕВА (Волгоград облаçĕ):
- Шупашкарта эпĕ 4-мĕш хут. Пĕрремĕш хут ăмăртăва 2014 çулта килнĕччĕ. спорткомплексра пулнăччĕ ун чухне. Шупашкар маншăн ют хула мар халĕ. Кунта çыран хĕрри питĕ илемлĕ, фонтансем те илĕртеççĕ. Курса çÿремелли тата нумай-ха. Меллĕ самантпа усă курса Шупашкарсене телей тата ăнăçу сунатăп! Паянхи кун мана ăмăртура çĕнтерÿ кÿнĕшĕн чунтан савăнатăп.

Женя ПУТОВ (Краснодар крайĕ):
- Эпĕ Белореченск хулинчен, Шупашкарта 1-мĕш хут. Мана кунта сивĕрех. Пирĕн патра çанталăк ăшă. Манăн пичче паянхи ăмăртура 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Эпĕ уншăн питĕ савăнтăм. Триатлонпа кăçал çеç туслашрăм. Ишме унчченех пĕлеттĕм.  Кунта килме тÿр килнĕшĕн çав тери хĕпĕртерĕм, эпир çăвĕпех хатĕрлентĕмĕр те. Шупашкара çитме автобуспа 2 талăка яхăн килтĕмĕр.

Михаил ИВАНОВ (Марий Эл):
- Эпĕ эстафетăри зачета хутшăнма килтĕм. Шупашкарта темиçе те пулнă. Кунта уçăлса çÿреме питĕ юрататăп. Илемлĕ те кăмăллă хула. Триатлон чемпионатне лайăх йĕркеленĕ. Комментатор калаçни те килĕшрĕ. Сирĕн кунта веçех лайăх. Йывăрлăхсем пирки калас пулсан. Паян пысăк хум тухрĕ, çил вăйлă. Кун пек чухне шыв çăтасран асăрханмалла. Шыв сивĕ пулсан та гидрокостюмпа хăратмасть. Çак ăмăрту пирки утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Хусанта пĕлтĕм. Мана хутшăнма сĕнчĕç те килĕшрĕм, Хусанти юлташăм та паян кунтах. Ăмăртура чи вăйли çĕнтерет, çакна пур спортсмен та асра тытать.
 

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас