Третьяков галерейинчи картинăсем - хула вулавăшĕсенче

26 Пуш, 2014

Тĕп хулари "Радуга" культурăпа курав центрĕн Культура çулталăкĕнчи "Искусствăсен караванĕ" проекчĕпе килĕшÿллĕн - Шупашкарти вулавăшсенче "Третьяков галерейин шедеврĕсем" куçса çÿрекен куравĕ иртĕ.

"Радуга" центр вулавăшсемпе тытакан çыхăну çирĕп. Пĕрлехи вăйпа 10 çулта 248 курав ирттернĕ.

Çĕнĕ проект экспозицийĕ Раççейри тата тĕнчери чи пысăк музейсенчен пĕринпе паллаштарать. Кураври экспонатсен хушшинче паллă çак ĕçсем пур: "Богоматерь Владимирская", "Портрет Лопухиной" /Владимир Боровиковский/, "Рожь", "Утро в сосновом бору" /Иван Шишкин/, "Грачи прилетели" /Алексей Саврасов/, "Сватовство майора" /Павел Федотов/, "Девочка с персиками" /Валентин Серов/, "Богатыри" /Виктор Васнецов/.

Куçса çÿрекен курав Шумилов ячĕллĕ Çемье вулав центрĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Вăл пилĕк вулавăша çитĕ.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.