«Трактористсен» парăмĕсем шанчăклăха хавшатаççĕ

9 Çу, 2020

«Трактор завочĕсем» концернăн Чăваш энергосбыт компанийĕ умĕнчи парăмĕ республикăри мĕн пур потребителе электроэнергипе тивĕçтерессин шанчăклăхне сиенлеме пултарать.

«Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи тӳлев дисциплини чылайранпа «уксахлать». Паянхи кун тĕлне вĕсен парăмĕ 1670 миллион тенке çитнĕ, çийĕнчен энергипе тивĕçтермелли килĕшĕве çулталăк каяллах татнă.

Пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсене электроэнергипе тивĕçтерес тĕллевпе «Трансэнергопром» ООО /халь вăл «Трансмашхолдинг» ушкăна кĕрет/ «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АОпа килĕшӳсем тунă. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта компани энергетиксене электричествăпа усă курнăшăн тӳлеме пăрахнă. Çав вăхăтрах инвестици проекчĕсене пурнăçлас енĕпе çине тăрсах ĕçлет. Концерн предприятийĕсем те продукци сутмалли çĕнĕ рыноксене тухни, производство калăпăшне ӳстерсе пыни пирки хăпартланса пĕлтереççĕ. «Трансэнергопром» çу уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне пурнăçламан обязательствăсен виçи 224 миллион тенкĕпе танлашнă.

— «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем ĕçленине куратпăр. Анчах пирĕн компани умĕнчи парăмсене татма васкамаççĕ. Çакă Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçне кăна мар, республикăри мĕн пур потребителе энергипе тивĕçтерессин шанчăклăхĕпе пахалăхне хăрушлăха кĕртсе ӳкерме пултарнине ăнланмалла, — пăшăрханса пĕлтерчĕ ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Константинов.

Пысăк дебитор парăмĕ Энергосбыт хăйĕн сеть тата генераци компанийĕсен умĕнчи обязательствисене пурнăçлас тĕлĕшпе йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çивĕч лару-тăрăва пула ЧЭСК электроэнергин гарантилекен поставщикĕн статусне çухатас, панкрута тухас хăрушлăх та пур.

Энергетиксем «Трактор завочĕсен» ертӳлĕхне энергоресурссемшĕн тӳлессипе çыхăннă çивĕчлĕхе сирес тĕллевпе диалог пуçарма чĕнеççĕ.

www.hypar.ru Фото На-связи.ru

Комментари хушас