Трактор маншăн юлташ та, тете те, атте те, анне те…
Вăл яланах арçын çи-пуçне, ковбой шĕлепкине тăхăнса çÿрет. Арçынсемпе курнăçсан алă тытать. Ялта ăна пурте «Трактористка Лена» теççĕ. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Елена Кузнецова çинчен.
- Шăпам манăн çăмăлах мар. Аннем пĕччен хĕрарăм пулнă, мана качча каймасăрах çуратнă. Ăна хĕрхеннипе эпĕ вуннăрах кĕтÿ кĕтме пуçланă. 7-мĕш класс хыççăн тетепе /пирĕн аттесем пĕр/ Ульяновск облаçĕнчи пĕр яла кĕтÿ пăхма тухса кайрăмăр. Çичĕ çула яхăн кĕтÿ кĕтрĕм вĕт. «Лена, пăхкаласа ил-ха хăв çине, эсĕ пĕртак хĕр шутне кĕрсе пыратăн. Атя, кĕтÿ кĕтме пăрахатпăр», - терĕ мана пĕррехинче тете. Эпĕ малтанах ăнланмарăм-ха вăл мĕн каласшăн пулнине. Çи-пуç вараланнă тесе хам йĕри-тавра пăхса çаврăнтăм. Нимĕн те çыпăçман… Пăрахса килтĕмĕр вара. 8-мĕш класс хыççăн хĕр тусăмпа Канашри 1-мĕш училищĕне вĕренме кайрăмăр. Манăн питĕ шофер пулас килетчĕ. Анчах унта вырăн çук, çителĕклех илнĕ терĕç. Çав самантра секретарĕ тухрĕ те: «Атьăр, хĕрсем, тракториста вĕренме», - терĕ. Ун чухне шăпах çĕршывра «Девушки на трактор!» лозунг тухнăччĕ. Эпир вара документсене унта патăмăр, - çапла пуçларĕ калаçăва Елена Петровна. Çав самантра вăл тем аса илчĕ те çÿлĕк çинчен училищĕре вĕреннĕ чухне ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕксене илсе килчĕ. Вĕсене тыта-тыта пăхатăп. Кунта Лена аппана паллама та çук. Кĕпепе, пурçăн явлăкпа… Çивĕчĕ пилĕк таранах… Чăн-чăн пирĕшти… Малалла вулас...
Комментари хушас