Тимĕр вăййипе туслисем вăйлă та хăюллă

27 Авăн, 2014

Спорт уявĕ савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Унта пăхаттирсемпе вĕсен тренерĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов саламларĕ. «Чăваш Енре спорта аталантарас енĕпе вун-вун ĕç пурнăçланать. Чаплă керменсем çĕкленеççĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусемпе спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Акă çывăх кунсенче Шупашкар Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума йышăнать. Пирĕн республикăра спортпа туслисен йышĕ те пĕчĕк мар, кашни виççĕмĕш çын сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Яшсемпе хĕрсем тимĕр вăййипе те кăсăкланаççĕ, тĕрлĕ турниртан парнесемпе таврăнаççĕ», - терĕ Юрий Алексеевич.

Спортсменсене çавăн пекех ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Игорь Солодов, РФ Спорт министерствин физкультурăпа массăллă спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен департаменчĕн директорĕн çумĕ Виктор Бабкин, Олимп чемпионки Елена Николаева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем ăнăçу сунчĕç.

Шупашкара 40 регионтан 200 яхăн спорт­смен килсе çитнĕ. Палăртмалла, Раççей кубокне пĕрремĕш хут Крым спортсменĕсем /3 çын/ хутшăнаççĕ. Пирĕн республикăн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Борис Глинкин пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Ен чысне 15 пăхаттир хÿтĕлет, ытларахăшĕ - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем /9 çын/, ыттисем - Улатăрпа Елчĕк каччисем. Вĕсен йышĕнче Раççей спорт мастерĕ Александр Павлов, Сергей Соловьев, Иван Кривов, Евгений Кочетков, Елизавета Еремеева, Анастасия Александрова.

Ăмăртăвăн тĕп судйи - Куславкка хулинче çуралса ÿснĕ ентеш, тĕнче чемпионачĕсемпе кубокĕсен темиçе хут çĕнтерÿçи, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ тата тренерĕ Сергей Кириллов. «Кубок положенине РФ Спорт министерстви темиçе çул каяллах çирĕплетнĕ. Яланхи пекех хĕрсемпе каччăсем уйрăм ушкăнсемпе виçесенче тупăшаççĕ, çавăн пекех вĕсем эстафетăра тата нумай енлĕ кĕрешÿре вăй виçеççĕ. Паянхи турнирта çĕр-шыври чи пултаруллă спортсменсем хутшăнаççĕ, хăшĕ-пĕри Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче те палăрнă», - ăмăрту программипе паллаштарчĕ хальхи вăхăтра Санкт-Петербургра пурăнакан Сергей Александрович. Кубока унăн воспитанникĕсем те килнĕ - 12 яшпа хĕр. Çав йышра чăваш пикисем те пур. Вĕсем - Йĕпреç тăрăхĕнчи Джанита Щербина-Павловăпа Марина Федорова. Парад хыççăн тупăшăва çăмăл виçери хĕрсемпе каччăсем тухрĕç. Вĕсем чи сумлă парнене тата юпа уйăхĕнче Гамбургра /Германи/ старт илекен тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илессишĕн вăй виçеççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

 

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.