"Тимĕр вăййи" - хĕрсемшĕн те шăл çемми

12 Чÿк, 2016

ФОТРЕПОРТАЖ

Юпа уйăхĕн варринче Владимир хулинче иртнĕ «Раççей — спорт çĕршывĕ» форумра Владимир Путин Президент Олимп вăййисен программине кĕреймен спорт енĕсене анлăрах, лайăхрах аталантармалли çинчен уйрăмах палăртса каларĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче чÿк уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXIII турнир шăпах Владимир Владимировичăн сăмахĕсене тÿрре кăларать.

Уйăх каялла хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тунă аслă шкулăн спорт залĕнче тĕрлĕ çулта Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче çĕнтернĕ тата призлă вырăнсем йышăннă Чăваш Енри, Мари тата Мордва республикисенчи, Кемĕр, Кострома, Челябинск, Самар облаçĕсенчи тата Пермь крайĕнчи 14 атлет, вунă ытла регионти 200 ытла спортсмен-разрядник вăй виçрĕ.

Кĕрхи çутă та сумлă уявсен вăхăтĕнче иртнĕ спорт праçникĕ пуçланнă ятпа савăнăçлă парадра вĕсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Вячеслав Рафинов, кире пуканĕ йăтассипе республикăри пирвайхи спорт мастерĕсенчен пĕри, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, республикăри кире пуканĕ федерацийĕн ертÿçи, ветерансен хушшинче тĕнче чемпионĕ Юрий Карпов ăшшăн саламларĕç.

Икĕ куна пынă çивĕч кĕрешÿре 1-3-мĕш вырăнсене ял хуçалăх академийĕн, Елчĕк тата Шупашкар районĕсен командисем йышăнчĕç. Уйрăм атлетсенчен хăйсен ушкăнĕсенче турнирăн абсолютлă çĕнтерÿçин ятне Самар облаçĕнчи тĕнче спорт мастерĕ Олег Щербин, ял хуçалăх академийĕн студентки, тĕнчен кăçалхи чемпионки Анастасия Александрова тата Шăмăршă районĕн хисеплĕ çынни Владимир Шуряков /спорт ветеранĕсен хушшинче/ çĕнсе илчĕç.

Пирĕн çĕршывра çĕнĕ XXI ĕмĕр пуçланиччен хĕрарăмсен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе ятарлă ăмăртусем нихăçан та йĕркелемен. Вун пилĕк çул каялла "тимĕр вăййипе" Липецк, Вологда, Ярославль облаçĕсенчи, Санкт-Петербургри тата Раççейри хăш-пĕр регионти вăйлă пикесем кăсăкланма пуçланă. "Хыпар" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен пĕтĕм Раççейри турнирăн программине хĕрсен ăмăртăвне пуçласа 2003 çулта кĕртнĕ. Ун чухне абсолютлă чемпионка ятне Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти 16-мĕш вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлекен Любовь Эллина çĕнсе илнĕ.

Любовь Александровна 2004 çулта çĕршывĕпе паллă спортсменка пулса тăчĕ. 23 çулти учительница ун чухне республика тата Раççей чемпионачĕсенче чи лайăх результат кăтартнă. Кĕркунне Германири Гамбург хулинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче Любовь Эллина 16 килограмлă пĕр снаряда малтан — сылтăм, унтан сулахай алăпа 232 хут сулласа çĕкленĕ, 60 килограмлă виçере çĕнтерсе çĕршыври хĕрсенчен чи малтан ылтăн медале тивĕçнĕ.

Вунă çула яхăн Любовь Александровна Чăваш ял хуçалăх академийĕнче аслă преподавательте ĕçлерĕ, Борис Глинкин доцентпа пĕрле студентсене вăйлă та хастар, çирĕп кăмăллă пулма вĕрентрĕ.

Хальхи Пĕтĕм Раççейри турнирта экономика факультечĕн виççĕмĕш курс студентки Анастасия Александрова пĕр пăтлă /16 кг/ снаряда сулласа çĕклесе 252 очко пухрĕ те абсолютлă чемпионка ятне çĕнсе илчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Куславкка районĕнчи Тĕрлемес салинче çуралса ÿснĕ çирĕм çулти хÿхĕм те çирĕп кăмăллă пике икĕ эрне каялла кăна Казахстанра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче 68 килограмлă хĕрсен ушкăнĕнче чи лайăх результат кăтартнă — ылтăн медале тивĕçнĕ, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Самар облаçĕн чысне 58 килограмлă виçере хÿтĕленĕ тĕнче спорт мастерĕ Джанита Щербина-Павлова çивĕч кĕрешÿре 242 очко пухрĕ, "Хыпар" хаçатăн тĕп парнине пиллĕкмĕш хут çĕнсе илчĕ. Тĕнчипе паллă спортсменка кире пуканĕн спорчĕпе вун виçĕ çултах, Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта вĕреннĕ чух, туслашнă. Джанитăн пĕрремĕш тренерĕ — физкультура учителĕнче ĕçленĕ, республикăн нумай хут чемпионĕ Михаил Петров. Çак турниртах Михаил Васильевичăн вĕренекенĕсем: 18 çултан кĕçĕнрех хĕрсен ушкăнĕнче ăмăртнă Снежана Кириллова, Ксения Петрова тата Анастасия Николаева — пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Джанита Щербинан тăван йăмăкĕ Августина Павлова Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкулта вĕренет. Вăл 58 килограмлă виçере ăмăртса 140 очко пухрĕ, аппăшĕ пекех ылтăн медаль çĕнсе илчĕ.

Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкулти физкультура учительници Алевтина Евграфова — тăватă ача амăшĕ. Виçĕ çул каялла кукамай та пулнă. Педагогика училищинче вĕреннĕ чух вăл çăмăл атлетика енĕсемпе ăмăртса пысăк çитĕнÿсем тунă. Вăтăр çул тултарнă хыççăн вара Алевтина Никитична кире пуканĕ йăтассипе кăсăкланма пуçланă. Спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Хальхи XXXIII турнирта пултаруллă педагог 63 килограмлă виçере ăмăртса 162 очко пухрĕ, Чăваш педагогика университечĕн студенткине Екатерина Ивановăна, хăйĕнчен чĕрĕк ĕмĕр кĕçĕнрехскерне, пурĕ те пĕр очко выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Елчĕк районĕнчи Елизавета Чернова-Еремеева та — çемьеллĕ хĕрарăм. Виçĕмçул вăл ял хуçалăх академийĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван районти малта пыракан "Прогресс" хуçалăха ĕçлеме килчĕ. Кунти республикипе паллă Патреккел ялĕнчи пултаруллă, вăйлă та сатур Федор Чернова качча тухрĕ. Çулталăк каялла вĕсен хĕрача Лиза çуралчĕ.

17-20 çулсенчех республикăри, Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă хăш-пĕр ăста спортсменка, шел те, качча кайнă хыççăн тĕрлĕ сăлтава пула пысăк спортпа сывпуллашать. Аслă шкулта вĕреннĕ чух темиçе хутчен те республика чемпионки ятне çĕнсе илнĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Елизавета Чернова вара хĕрачи Ира çур çул тултарсанах спортзала çÿреме пуçланă. Çуркунне вăл кире пуканĕ йăтассипе район чемпионки пулса тăнă, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче иртнĕ республикăри ялти спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕсенче те пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. "Хыпар" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă турнирта Елизавета Черновăпа пĕрле Ульяновск облаçĕнчи, Мари республикинчи тата ытти регионти вăйлă хĕрсем тупăшрĕç. Вĕсене пурне те çĕнтерсе, Иринка амăшĕ тăваттăмĕш хут чăвашсен тĕп хаçачĕн парнине çĕнсе илчĕ. Елизавета хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăннă Ульяновскри Кристина Крымкина ăна 8 очко выляса ячĕ.

10-12 çул каялла кире пуканĕ йăтассипе Шупашкарти хăш-пĕр аслă шкулти студенткăсемпе вĕсен преподавателĕсем, Елчĕк, Йĕпреç, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районĕсенчи хĕрсем кăна кăсăкланнă. Хальхи XXXIII Пĕтĕм Раççейри турнирта вара вунвиçĕ хулапа районти атлеткăсем вăй виçрĕç.

Эпир пĕлнĕ тăрăх Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Çĕмĕрле, Етĕрне тата Тăвай районĕсенче те "тимĕр вăййипе" кăсăкланакан пикесем пур. Шел те, асăннă районсен администрацийĕсен физкультурăпа спортшăн яваплă ĕçченĕсен тимсĕрлĕхне пула вĕсем хальхинче ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ турнира хутшăнаймарĕç.

Петр СИДОРОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.