Тимĕр вăййи хĕрсемшĕн — шăл çемми

25 Юпа, 2017

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ ĕнер савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Унта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕ Александр Иванов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР спорт министрĕн çумĕ Эльвира Матренина, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, ЧР кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов тата хăнасем: Раççейри кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Игорь Солодов, кире пуканĕ йăтакансен Раççей пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, вăлах ăмăртăвăн тĕп судйи Сергей Кириллов хутшăнчĕç. Ытти ведомство представителĕсем, спорт ветеранĕсемпе кире пуканĕн вăййине кăмăллакансем те пухăнчĕç «Спартак» физкультурăпа спорт керменне.

— Паян Чăваш Республикинче вăйлисен, патваррисен, хастаррисен ăмăртăвĕ иртет. Кунта маттуррисем килни савăнтарать. Эсир йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр малаллах талпăнатăр. Ырламалла çакна. Малашне те çаплах пултăр, нимĕн те ан чăрмантартăр сире, — сăмах илчĕ Александр Иванов. Спорт ветеранĕсене, турнира йĕркелеме пулăшакансене те тав турĕ вăл.

— Паян эпир кире пуканĕ йăтакансен йăлана кĕнĕ турнирне пуçтарăнтăмăр. Ку ăмăрту Раççейре иртекен вăрăм ĕмĕрлĕ тупăшусенчен пĕри. Кăçал ăна 34-мĕш хутчен йĕркелетпĕр. Пĕрремĕш тупăшăвах «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕ пĕтĕм çĕршыв шайĕнче ирттерме пултарнă. Унтанпа йăлана пăсман. «Хыпар» турнирĕ вун-вун кăна мар, çĕр-çĕр спортсмена Раççей, тĕнче шайĕнче палăрма çул уçса панă. Кăçал çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен пухăннисем Раççей спорт мастерĕн ятне çĕнсе илессишĕн те вăй виçĕç. Кун пекки 1995 çултанпа пулман, — палăртрĕ Татьяна Вашуркина.

Владимир Викторов пирĕн республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ спортпа туслине, сывă пурнăç йĕркине пăхăннине палăртма кăмăллине каларĕ. Çынсем спортпа ытларах та ытларах туслашни савăнтарать министра. Вăл спортсменсене те сывлăх сунчĕ.

— Чăваш Ен спортри çитĕнĕвĕсемпе, пăхаттирĕсемпе чăннипех мухтанма пултарать. Çав шутра — кире пуканĕ йăтакансемпе те. Паянхи ăмăрту çĕнĕ спорт мастерĕсене тупма пулăшĕ. Наградăсем тивĕçлĕ хуçисене тупчăр, — терĕ Эльвира Матренина.

Игорь Солодов та çак шухăшах тăсрĕ. Ăмăрту чылайăшĕшĕн спорт пурнăçĕнче çĕнĕ ÿсĕм тума пулăшас пĕлтерĕшлине çирĕплетрĕ.

«Хыпар» хаçат турнирĕн сумне унта хутшăнас текенсен йышĕ те çирĕплетет. Ĕнерхи кун тĕлне 12 регионтан тимĕр вăййине кăмăллакан 150 хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пухăнчĕ Шупашкарта. Ыранччен тăсăлакан ăмăртăва хăнасене татах кĕтетчĕç-ха.

Ăмăрту программи ĕнерех пуçланчĕ. Помост çине тупăшăва пуçласа 58 килограмчченхи виçери каччăсем тухрĕç. Кире пуканне икĕ тĕрлĕ йăтса тупăшакансем ăна малтанах тĕксе хăпартрĕç. Кунта Красноармейски йĕкĕчĕ Иван Федоров палăрчĕ. 17-ри каччă кире пуканĕсене 65 хутчен çĕклерĕ. Ку уншăн хăйĕншĕн те — çĕнĕ рекорд.

— Спортăн ку тĕсĕнче çулталăк çеç-ха эпĕ. Халĕччен икĕ хутчен район шайĕнчи ăмăртăва тухса куртăм. Иккĕшĕнче те 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Республика, Раççей шайĕнчи пĕрремĕш тупăшу ку маншăн. Помост çинче 10 минут таран тăрса курманччĕ. 5 минутра 42 хутчен çĕкленĕччĕ. Çавăнпах 65 — маншăн çĕнĕлĕх. Кире пуканне тĕксе хăпартассинче хама çирĕпрех туятăп. Ăна пĕр чарăнмасăр çĕклессинче мĕн пуласса пĕлместĕп-ха, — кăмăл-туйăмне пытармарĕ Ваня.

Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнчен турнира аппăшĕпе йăмăкĕ хутшăнаççĕ. Зайцевсен сакăр ачи те спортпа туслă- мĕн. Кам çăмăл атлетикăна килĕштернĕ, кам — йывăррине. Пиллĕкĕшĕ вара кире пуканĕ йăтаççĕ. Аслисем тахçанах çемьеллĕ. Ĕçлеççĕ. Кĕçĕн хĕрĕсем Марийăпа Марина вара хĕрсех ăмăртаççĕ- ха. «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн пĕрремĕш хут тупăшмаççĕ. Марина 2014, 2015 çулсенче хутшăннă турнира. Ял хуçалăх академийĕн 1-мĕш курс студентки кăçал та ăмăртуран юлман. 9-мĕш класра вĕренекен йăмăкĕ Марина вара кире пуканĕпе туслашнăранпа çулталăк çеç иртнĕ-ха, унччен ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ.

— Пирĕншĕн кире пуканĕ йăтасси киленĕç вырăнĕнче, — теççĕ хĕрсем.

Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма Раççей пĕрлештернĕ командин тĕп тренерне Сергей Кириллова çирĕплетĕ. Куславкка районĕнчен тухнăскер Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ вăл.

— Çуралнă тăрăхра çулталăкра икĕ- виçĕ хутчен пулма тÿр килет. Çулла анне патĕнче пурăнатăпах. Тĕрлĕ ăмăртăва та çитме тăрăшатăп. Турнира пĕтĕмлетме иртерех-ха. Спортсменсем чылай пухăнни кăмăллă, — палăртрĕ Сергей Александрович.

Тĕп тупăшу малта-ха. Турнирăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитес номерте паллаштарăпăр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.