Тĕвĕленччĕр çемьесем, пепкесем йышлăланччăр
Кирек мĕнле патшалăх та çирĕп çемьесем çинче никĕсленет. Самана улшăнать-и, пĕр ăру вырăнне тепри килет-и - çак чăнлăх хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Хăйсен пуласлăхне çирĕп шанакан çемьесенче ача та йышлă çуралать. Сывă та ăслă çынсем - çĕршыва аталанма чи кирли. Çавна май демографи лару-тăрăвне тишкернĕ май кирек хăш патшалăх çинчен те чылай тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума май пур. Раççейре, Чăваш Енре çемье институтне çирĕплетесси, акă, мĕншĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать те.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çулта Патшалăх Канашне янă Çырура ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен умне çемьесене тĕреклетес ыйтăва та лартрĕ. "Пирĕн çамрăк çынсене хăйсен тĕллевĕсене пурнăçламашкăн май тупма хатĕрлемелле. Ăнăçлă карьера тума, çирĕп çемье çавăрма пултарччăр вĕсем, мĕншĕн тесен туслă çемье - халăх тата патшалăх тĕрекĕ! " - тенĕ Çырура.
Çемье хаклăхĕсен пĕлтерĕшне çĕклес тĕлĕшпе республикăра лару-тăру еплерех-ха? Тÿрех калама пулать: муниципалитетăн тĕрлĕ йĕркеленĕвĕнче тĕрлĕрен. Çапах та районсен сайчĕсене тишкернĕ май вырăнти ЗАГС уйрăмĕсем кĕрĕк арки йăваламанни аван курăнать. Пĕр тăрăхра пулас амăшĕсен хушшинче ăмăрту йĕркелеççĕ, теприсен хутлăхĕнче сăпка юррисене асилсе киленеççĕ, виççĕмĕш вырăнта çемьесен хушшинче спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ, чи илемлĕ те хăтлă ача кÿмисен куравне пуçаракансем те пур. Паллах, пĕрлешнĕренпе чылай çул çума-çумăн утакан тĕслĕх мăшăрсене чысласси йăлара. Çемье пурнăçĕн юбилярĕсене çырăнма килекен çамрăксен туйĕсене йыхравлани те çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Çакнашкал мероприятисем çулсерен йышлансах пыраççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, вĕсен шучĕ 2500-тен те иртнĕ.
Çемье çирĕплĕхĕшĕн пыракан кĕрешÿре массăллă информаци хатĕрĕсен витĕмĕ çинчен уйрăммăн каламалла. Акă, ятарлă çак кăларăма та общество çемье хаклăхне туйтăр, пурнăçра тивĕçлĕ вырăна хутăр тесе тытса пыратпăр-çке. Мĕн тĕрлĕ маттур та ăшпиллĕ çемьепе вулакана паллаштармастпăр-ши - этем ырри çинчен вуласа хăй те позитивлă шухăшласса шанатпăр. Астăватăп-ха, Канаш районĕнчи пĕр ялта йышлă лайăх çемье хуçи мана çапла каланăччĕ: "Ну, çыратăр статья - мĕн усси унран? Пире патшалăх пĕр пус парса та пулăшмĕ." Кÿреннине палăртмасăр: " Пурнăçра йăлтах укçапа кăна виçнĕ пулсан хăвăр та виçĕ ача çуратмастăрччĕ", - терĕм. Статья пичетленчĕ. "Уссине" туйса-ши - хайхи арçын хаçатăн çак номерне ытларах ăçта туянма май пурри çинчен ыйтса пĕлчĕ. Иккĕленместĕп, çав материала вуласа "тăрăшсан пĕтме пуçланă ялта та пурнăçа аванах йĕркелесе яма пулать" тесе шухăшлакан та тупăннах вулакансен йышĕнче.
Çапла, пысăк тĕллев патне çитес тесен пĕчĕк нумай-нумай ĕç тумалла. Уйрăлакан çемьесен шутне чакарас тĕлĕшпе те - çавнашкалах. Шел, юлашки çулсенче хут уйăрсах саланакан çемьесем Раççейре йышланни обществăшăн çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Пирĕн республикăра та çакнашкал туртăм вăй илме тытăннăччĕ: 2013 çулта уйрăлусен шучĕ малтанхинчен 5 процент ÿсрĕ. Пĕлтĕр, телее, кăтартусем кăшт лайăхланчĕç. Мĕне пула? Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ çемье институтне çирĕплетесси çине тата тимлĕрех пăхма тытăннипе. Чăваш Ен Юстици министерстви вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса усăллă тĕрлĕ ĕç тунипе.
Тăрăшнин кăтартăвĕ куç умĕнче ав: РФ Атăлçи округĕнче 1000 çын пуçне тивекен çемьесен чи пĕчĕк шучĕпе Чăваш Республики малти вырăнта /Мордовипе, Тутарстанпа пĕр шайра/. Раççей анлăшĕпе илсен вара эпир - тăххăрмĕш вырăнта. Раççейстат пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2014 çулта мăшăрланусен йышĕ 1000 çын пуçне малтанхи çул шайĕнчех тытăнса юлнă - 7,5. Чăваш Ен Юстици министерстви йĕркелесе ирттернĕ тĕпчев çакна кăтартать: 2014 çулта уйрăлнă тĕслĕхсен 60 проценчĕн çемье "стажĕ" 10 çултан ытла мар. Эппин, çамрăксене мăшăрланса пурăнассин культурине хăнăхтарас тĕлĕшпе витĕмлĕрех ĕçлемелли куçкĕрет. Йăва çавăрнă кайăк та хăйĕн "килне" упрассишĕн тăрăшать. Этем вара чĕрчунсенчен чăтăмсăртарах-ши, çамрăксен хушшинче пĕр-пĕрне каçарас туйăм ăшăхланса пырать-ши?
Çемьесене май пур таран сыхласа хăварас тĕлĕшпе ЗАГС ĕçченĕсем юлашки вăхăтра тимлĕрех пулни çакăнтан та палăрать: уйрăласси çинчен ыйтса çырнă мăшăрсемпе тĕплĕ калаçу ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак утăма тума хĕрсе çитнисем хăйсен шухăшĕнчен пурпĕрех пăрăнмĕç тетĕр-и? Чăн та, пурне те уйрăлас çулран пăрма май килмест. Анчах шухăша кайса заявление каялла илекенсем пур! Хальлĕхе хут уйăрттарас текенсен 10 процентне çемьене упраса хăварма ÿкĕте кĕртмешкĕн май килнине çирĕплетеççĕ республикăри ЗАГС уйрăмĕсен кăтартăвĕсем.
Çирĕп çемьере ачасем хÿтлĕхе вăйлăрах туйни, лăпкăрах çитĕнни пуриншĕн те паллă. Апла-тăк çемье хаклăхĕсем çинчен çынна мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пымалла - ашшĕ-амăшĕн, садикри воспитателĕн, шкулти вĕрентекенĕн. Çемьери çынсем - чи çывăххисем, çавна май пĕр-пĕриншĕн чи пĕрремĕш пулăшуçăсем пулма тивĕççине ăнланччăр вĕсем. Пурăна-киле çакнашкал воспитанин "çимĕçĕ" туллин пиçсе çитĕ - çамрăк çын пурнăç сукмакĕпе утмалли юлташне тĕплĕн суйлĕ, çирĕп йăва çавăрĕ.
Ирина ИВАНОВА
Комментари хушас