Тĕрлĕ выльăх валли
Хыр, чăрăш лăссинчен хатĕрленĕ çăнăх килти выльăхшăн питĕ усăллă теççĕ. Пĕр пуç выльăха мĕн чухлĕ памалла.
З.ИВАНОВ.
Канаш районĕ.
Лăсăран хатĕрленĕ çăнăх тĕрлĕ витаминпа тата усăллă хутăшсемпе пуян. Вăл, С, Е, Р йышши витаминсемпе тулăх пулнăран чĕр чунсене чирпе кĕрешме, ÿт хушма пулăшать. Хĕлле хатĕрленĕ çăнăх С витамин тата каротин нумай пулнăран уйрăмах усăллă. Ĕнесене талăкра 0,5-1 килограмм таран пама юрать. Сысна валли талăкра 0,2-0,7 килограмм çитет /40 кг таякан выльăха 0,4-0,5 кг çителĕклĕ/.
Лăсă çăнăхне кăнтăрла е каç енне парсан лайăхрах.
Комментари хушас