Тĕрĕссине çыракан кăна çĕнтерет

23 Кăрлач, 2018

Вулакан, итлекен тата куракан патне тĕрĕс информаци çитерессишĕн кашни кун ырми-канми ĕçлеççĕ вĕсем. Тĕрĕссипе, ĕçрен ирĕклĕ пулаймаççĕ те. Килте чухне те статьяна, сюжета мĕнле ят парасси, еплерех пуçласси, шухăша еплерех уçса парасси пирки пуç ватаççĕ. Çапла, сăмахăм массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пирки.

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă уяв иртрĕ. Çыракансене, шухăшлакансене тата талантлисене /праçнике ертсе пыракансем шăпах çапла хак пачĕç журналистсене/ саламлакансенчен кашниех вĕсен ĕçĕ çав тери яваплă пулнине палăртрĕ. Уяв тĕлне культура керменĕн фойинче çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Ача-пăча, наука, ÿнер тата тавра пĕлÿ литературипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та паллашрĕ. Сăмахăн хăватлă вăйĕпе усă куракансем праçнике хăйне евĕр йĕркеленипе те уйрăлса тăраççĕ. Пĕлтĕр кашни калемçĕ хунарпа харпăр хăйĕн çăлтăрне çутрĕ пулсан, кăçал ăс-хакăлпа пĕлÿ йывăçĕ çине телее илĕртсе тĕрлĕ тĕслĕ хăю çыхрĕ.

«Эсир пулăшнипе çынсем çĕршыври тата тĕнчери пулăмсемпе, обществăшăн пĕлтерĕшлĕ информаципе паллашаççĕ. Халăха пĕлÿ, ăс-хакăл парас, социаллă ыйтусене татса парас ĕçре те сирĕн тÿпе пысăк», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ журналистсене, издательсемпе полиграфистсене, пичет продукцине саракансене професси уявĕпе саламланă май. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, сăмах ăстисем чун-чĕре ыйтнипе ĕçлеççĕ, ырă материалсене кун çути кăтартаççĕ. Регион Пуçлăхĕ журналистсене малашне те çитĕнÿсем тума пысăк хавхалану сунчĕ.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов 2017 çулта массăллă информаци хатĕрĕсенчи, кĕнеке кăларас тата полиграфи ĕçĕнчи ÿсĕмсемпе паллаштарчĕ, 2018 çулта тумалли ĕç-хĕле палăртрĕ. Журналистсене вăл информацие вулакан, итлекен тата куракан патне хăвăрт тата тĕрĕс çитернĕшĕн, професси шайĕ пысăк пулнăшăн тав турĕ. Уявра, паллах, чи маттуррисемпе хастаррисене патшалăх наградисемпе хавхалантарчĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.