Тĕрĕслев тата вĕренÿ

15 Пуш, 2014

Кăçалхи пуш уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн комиссийĕ Чăваш Енре граждан оборони, халăха тата территорие çут çанталăк, техногенлă синкерсенчен хÿтĕлес, шыв обCекчĕсенчи тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе комплекслă тĕрĕслев ирттерет.

"Çакнашкал тĕрĕслевсене ĕç тăвакан влаç органĕсемпе пилĕк çулта пĕрре йĕркелеççĕ", - терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор. Ăна хальхинче яваплă тапхăр - ейÿ вăхăчĕ пуçланас тата пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсес умĕн - ирттереççĕ.

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре централизациленĕ хыпарлавăн регионри системин тĕрĕслевĕ иртет. Асăрхаттару сигналне /"Внимание всем!" евĕрлине/ урамри сиренăсемпе сасса вăйлатакан хатĕрсем, радио тата телекурав каналĕсем 10 сехетре парĕç, çапла майпа граждан оборонин тренировки пуçланнине систерĕç. Çынсен çак вăхăтра пăлханса-хăраса ÿкмелле мар, ĕçе е вĕренĕве малалла тăсмалла. Аса илтеретпĕр, "Внимание всем!" чĕнÿ - граждан оборонин асăрхаттару сигналĕ. Вăл халăха авари, катастрофа, синкерлĕ лару-тăру, тăшман тапăнас хăрушлăх пурри пирки пĕлтерет. "Сирена, гудок, сигнал ытти хатĕрĕ кăшкăртнине илтсен çынсен радио­прием­ник е телевизор ямалла, васкавлă хыпара итлемелле. Çак информацие ертÿçĕсене тата ĕçтешсене, çемье членĕсене, кÿршĕсене пĕлтермелле”, - тепĕр хут аса илтерчĕ Станислав Антонов.

Ку тĕрĕслевсем хыпарлав системи мĕнле тăрăмра пулнине хак пама тата çитменлĕхсене тупма пулăшаççĕ.

Тепĕр эрнерех МЧС службисен пысăк масштаблă вĕренĕвĕ иртет. "Вĕренÿ ахаль граждансене нихăш енĕпе те чăрмав кÿмĕ. Çитменнине, службăсем штат режимĕпех ĕçлĕç, çавăнпа вĕренÿ кунĕсенче пулакан инкексенче те çăлавçăсем çынсене пулăшусăр хăвармĕç", - пĕтĕмлетрĕç брифингра.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.