Тĕрĕслев ĕçне чăвашла çырма ирĕк парĕç-ши?
Чĕлхе пирки хаçатра куллен çыратпăр пулин те чуна ыраттаракан тепĕр пулăм каллех ку ыйтăва çĕклеме хистерĕ. ЧР наци культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕн хастарĕсене пуçламăш шкулта тăван чĕлхепе вĕрентессине пĕтерме пултаракан хăрушă пулăм канăçсăрлантарать. Ку, паллах, вĕсене çеç мар, мĕн пур чăваша пырса тивет. Пăлхану сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ха?
Раççейри пур шкулта та 4-мĕш класс пĕтерекенсен вĕренÿ шайне тĕрĕслес тĕллевпе РФ Вĕренÿ тата ăслăлăх министерстви хушнипе «Математика», «Пирĕн тавралăх», «Вырăс чĕлхи» предмечĕсемпе Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене ирттерме тытăннă. Вĕсен материалне Мускав хатĕрлет. Çавăнпа ку ĕçе шкул ачисем вырăсла кăна çыраяççĕ. Малтан ПТА, ППЭ пурнăçа кĕчĕç. Халĕ 4-мĕш класс хыççăн та пĕлÿ шайне пĕрлехи мелпе тĕрĕслес йĕрке çирĕпленет. Малалла вулас...
Комментари хушас