Тĕрĕслĕх - тĕп вырăнта, мĕншĕн тесен кашни приговор хыçĕнче — çын пурнăçĕ, шăпи

21 Ака, 2017

Республикăн Аслă сучĕн отставкăри судйи Аркадий Сидоров 1960 çулта Саратоври Д.И.Курский ячĕллĕ юридици институтне пĕтернĕ хыççăн Элĕк, Çĕмĕрле районĕсенче халăх судйи пулнă, пĕр вăхăт Минюстăн аслă консультантĕнче тăрăшнă, унтан, 1976 çултан пуçласа 1993 çулччен, Аслă суд членĕ. Çапла вара судья стажĕ — виçĕ теçетке çул ытла. Эппин, аса илмелли пайтах.

Çуран тата... самолетпа

Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕн — кăкăр тулли награда, çапах вĕсем пирки мар, ытларах судья ĕçĕнчи интереслĕ самантсене аса илет. 1960 çулта судья пулса тăнă та — ун чухне халăх судйисене суйланă-ха, районта суйлавçăсемпе тĕлпулусем йĕркелесех. Аркадий Сидорович шучĕпе — çак мероприятисем усăллă пулнă, суйлавçăсем пулас судьяпа кăна мар, суд ĕç-хĕлĕпе те паллашнă.

Ăна Элĕке ĕçлеме янă, унта грузовикпе кайнине паянхи пек астăвать. Транспорт тĕлĕшпе ун чухне йывăр пулнă. Çав вăхăтрах тĕлĕнтермĕш пирки те калать:

— Автобуссем çӳреместчĕç, анчах районсенчен Шупашкара самолетсем вĕçетчĕç. Шоссе çук районсене самолетпа çитме меллĕччĕ. Элĕк районĕнче, сăмахран, аэропортăн виçĕ пункчĕ ĕçленĕ — райцентрта, Ураскилт, Мăн Вылă ял совечĕсен территорийĕсенче. Элĕкре пурăннă чух та, Çĕмĕрлере ĕçленĕ чухне те транспортăн çак тĕсĕпе час-часах усă кураттăм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.