Тĕрĕс те хитре çырасчĕ

10 Çурла, 2016

Ачасене ăс парасси вĕсене вулама, çырма, шутлама вĕрентессинчен пуçланать. Тĕрĕс те илемлĕ çырассине авалтан хакланă.

Ĕлĕкрех, пичетлемелли машинăсем шухăшласа кăлариччен, тĕрĕс те хитре çыракансене хисепленĕ, яваплă ĕçсем тума шаннă. Графологи витĕмĕ пысăк пулнă: çын тĕрĕс те хитре çырать пулсан вăл ăслă, лайăх кăмăллă çын шутланнă. Халĕ графологие ĕненсех те каймастпăр — шел.

Эпир ача чухне шкулта пире тĕрĕс те таса, хитре çырма вĕрентетчĕç. Чистописани урокĕсем ирттернĕ. Халĕ таса, хитре çырас тĕллеве вĕренÿ ĕçĕнчен аякка пăрса хучĕç. Ачан почеркĕ нимĕн те пĕлтермест-им? Чăн та, алăпа çырасси модăран тухса пырать. Телефонпа çыхăнатăн та — нимĕн шухăшламасăр тенĕ пек калаçма пулать, çыру çыраканăн вара мĕн калассине пуç тавра çавăрма тивет, шухăшламасăр хут çине çыраймастăн, яваплăха туятăн.

Пĕррехинче салтак амăшĕ ывăлĕнчен çыру илнĕ те — вулайманнипе ман пата пычĕ. Амăшĕ — шкулта 9 çул вĕреннĕскер. Ывăлĕ вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн çара кайнă. Иккĕн аран-аран, кĕл ăшĕнче пăрçа суйланă пек, çырăва тĕшĕлерĕмĕр. Тепĕр тĕслĕх. Нуша поликлиникăна илсе çитерчĕ. Тухтăр амбулатори карттăчки çине чăпăркка пек кукăр-макăр ÿкерчĕ те /çырчĕ теес килмест/, терапевт патне кайма хушрĕ. Терапевт çавăркаласа пăхрĕ — вулаймарĕ паллах. Эпĕ кăсăклантăм: мĕнле сĕнÿсем панă? Сăмах мĕн çинчен пынине туятăп-ха. Анчах: "Хăй çырнине тепĕр темиçе кунран хăй те вулайĕ-ши?" — терĕ терапевт. Нумаях пулмасть поликлиникăна паллă тухтăр килнĕччĕ. Сывлăха тĕрĕслерĕ. Амбулатори карттăчки çине çырса тултарчĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕ патне кайса эмел çыртарма сĕнчĕ. Тепĕр кунах врач офисне çитрĕм. Апла та, капла та çавăркаласа пăхрĕ — мĕн çырнине вулаймарĕ. Поликлиникăна специалист /консультантпа пĕр пекки/ патне кайма сĕнчĕ. Унта та вуласа кăлараймарĕç. Ытти чухне мĕнле эмел ĕçнĕ — çавна çырса пачĕç. Иккĕлентĕм: тен, урăх йышши эмел сĕннĕ?

Ĕç хучĕ-и, юлташла çыру-и — пурпĕрех, ăна çынна ăнланмалла, таса чипер почеркпа çырмалла. Ку хăвна та, çыру илекене те хисеплени пулать.

Рев. МОИСЕЕВ.

Комсомольски сали.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.