Тĕрĕс хак панă е малалла кĕрешмелле?

24 Çу, 2018

Иртнĕ номерте пирĕн хаçатра «Чухăнлăха кĕрсе ÿкрĕмĕр» çыру пичетленнĕччĕ. Унта сутуçăра ĕçленĕ Светлана Лепешкинăна лавккара пысăк укçа вăрланă тесе айăплани пирки упăшки пăшăрханса çырса кăтартнăччĕ. Хаçата Чăвашпотребсоюза ярса патăмăр. Унтан çакăн пек хурав килчĕ: «Райпо ĕçченĕсем ревизие тĕрĕс-тĕкел тунă, С.Лепешкина тĕлĕшпе саккуна пăсман. Уголовлă тата гражданла ĕçсене право хуралĕ, суд пăхса тухнă. Йĕпреç районĕн сучĕ, ЧР Аслă сучĕ С.Н.Лепешкина тата райпон ревизи комиссийĕн ĕçне тĕрĕс хак панă». Çырăва Канаш председателĕ В.М.Павлов алă пуснă.
Хаçат кун çути курнă хыççăн вулакансенчен шăнкăрав йышăнтăмăр. 40 çула яхăн лавккара ĕçлекен хĕрарăм тесе паллаштарнă çын Светланăна чунтан хĕрхеннине пĕлтерчĕ. «Укçа тухманни компьютер вырнаçтарнă хыççăн пирĕн те пулнăччĕ. Вĕсен лавккинче мĕнле майпа сутаççĕ-ши? Çыру авторĕ телефон номерне хăвармарĕ-и?» — тесе кăсăкланчĕ. Светлана Лепешкинăна хăйне чăнах та айăплă мар тесе шухăшлать пулсан малалла тĕрĕслĕх шырама, депутатсенчен, Мускаври çÿллĕрех инстанцисене çырма сĕнекенсем те пулчĕç.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.