Тĕрĕс апатлантармалла

26 Нарăс, 2014

Ăшă енне вĕçсе кайман кайăксене хĕллехи вăхăтра питех те шел: сивĕ те вĕсене, апатне те тăраниччен çиеймеççĕ... Вĕçен кайăксене эпир мĕнлерех пулăшма пултаратпăр?

А.ПРОКОПЬЕВ.

Канаш районĕ.

Ăшăнмашкăн кайăксен ытларах çимелле. Шартлама сивĕсенче вăрманта тĕпленнĕ кайăксем те апат шыраса ял-хулана вĕçсе пыраççĕ. Çапах та вĕсене тĕрĕс тăрантармалла. Тĕслĕхрен, кăсăясем тăварламан салă юратаççĕ, çерçисем - тырă тата хĕвел çаврăнăш вăрри, уйăпсем - çырла. Кайăксене çăкăр çитермелле мар! Ăна çĕпре хушса пĕçереççĕ, вăл кайăксен апата ирĕлтерекен тытăмне сиен кÿрет.

Хальхи вăхăтра нумайăшĕ /хамăр та сăнанă ĕнтĕ/ пылак шыва ĕçнĕ хыççăн пластик савăта касса чÿрече пекки ăсталать, унта апат сапса парать, йывăç çине çакса хурать. Анчах та ку чи япăх сырăш. Пĕрремĕшĕнчен, кайăксем урисене амантма пултараççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çырла йÿçсе вĕсене сиен кÿрет. Чи лайăх сырăш - йывăçран ăсталани.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.