Тĕрĕк тĕнчин фестивалĕ

3 Утă, 2014

Комсомольски салинче хальхи вăхăтри тĕрĕк тĕнчин этнокультурипе искусствин «Урмай Залида» фестивалĕ кăçалхипе иккĕмĕш хут иртнĕ. Кăçалхи вара, пĕрремĕшĕпе танлаштарсан, самай курăмлă пулнă. Çакă иккĕмĕш фестивале Культура çулталăкĕнче тата кăçал Каçал тăрăхĕнче Республика кунне йĕркеленипе те çыхăннă ĕнтĕ.

Комсомольски тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çеç мар, республикăшăн та фестиваль - пысăк пулăм. Унта Раççейри тата чикĕ леш енчи коллективсем хутшăннă. Уяв программи тăватă сехете тăсăлнă. Çĕнтерÿçĕсене сумлă жюри /йышра Чăваш Ен тата Тутарстан искусство ăстисем/ палăртнă. Фестивалĕн гран-прине «Эльбрус» фольклор ансамблĕ /Кабарда-Балкар Республики/ çĕнсе илнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.